Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.18 Чечек çыххисен конкурсĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
 
 
Атьăр, уя тухар-и?
  Çаран тăрăх утар-и?
    Тĕрлĕ-тĕрлĕ курăкран
     Чечек çыххи тăвар-и?
    Патăрьел районĕнчи Сакăт шкулĕ çумĕнчи лагерьте конкурс иртрĕ. "Хĕвелпи" ачисем ирхи апат хыççăн пурте пĕрле пуçтарăнса тăван тавралăха сăнас-тĕпчес тĕллевпе экскурсире пулчĕç. Шихирданка, Марака шывĕсем хĕррипе ÿсекен тĕрлĕ ÿсен-тăрана тупса, чăвашла-вырăсла ятне шырарĕç. Вожатăйсем пулăшнипе ку е вăл курăк пирĕн кулленхи пурнăçра мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине те пĕлме тăрăшрĕç. Паллах, çакна тума кĕçĕн çулхи ачасене аслисем те — воспитательсем пулăшрĕç. Акă, пĕри сар çеçкеллĕ çум курăка палласшăн. Анра çарăк иккен вăл. Пирĕн таврара пур çĕрте те ÿсет. Ачасенчен нихăшĕ те анра çарăкăн ячĕпе халиччен кăсăкланман . Чăвашла ячĕ çеç мар, вырăсла ячĕ те часах тупăнчĕ— сурепка. Тата ăна пыл хурчĕсем юратаççĕ иккен.
         —Суккăр вĕлтĕрен тата мĕншĕн суккăр? 
         — Йыт пыршине мĕншĕн çапла каланă?
   Пĕлмелли-тĕпчемелли, ас туса юлмалли нумай пулчĕ ачасен. Экскурси хыççăн лагере таврăнсан конкурс та иртрĕ. Хăйсем пухнă хирти-çаранти çум курăксенчен чечек çыххисем ăсталарĕç отрядсем. Тăватă букет капăрланса та мăнаçланса ларчĕç  конкурссен тĕпелĕнче. Чи-чи капăр букет "Травушка- муравушка" пулчĕ. Ăна чи кĕçĕннисен—пĕрремĕшсен отрячĕ ( "Ну, погоди!") ăсталанă. Иккĕмĕш вырăна "Радуга" отряд йышăнчĕ, "Звёздочка" тата "Цветочки" отрядсем 3-мĕш вырăнта.

%MCEPASTEBIN%

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика