Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.09 Мĕнпур тус-тăван - ял уявĕнче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ял уявĕн иккĕмĕш кунĕнче, кашни йăх мĕнпур тăванĕсемпе пĕрле Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче вăйă картине тăчĕ. Уява пуçтарăннисем хаваслă купăс сассипе вăйă юрри юрласа, такмак каласа ташласа савăнчĕç. Йăлана асра тытса хĕрсем кĕвентесемпе шыва, каччисем вара хурăн йывăççи касма кайрĕç. Çак йывăççсене илемлетсе кашни йăх уйрăм такмакласа ташласа савăнчĕ.

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор  ушкăнĕ вăйă юрри юрласа сцена çине хăпарчĕ. Тăванлăх, туслăхпа юрату çинчен юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ фольклор ушкăнĕ.

Ун хыççăн Аслă Чемен ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев уяв ячĕпе саламларĕ, ялти обществăлла пурнăçра активлă хутшăннă çынсене тав хучĕсем парса чысларĕ.

Аслă Чеменсен ял уявне Патăрьел район администраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Краснов та хутшăнчĕ. Уява пуçтарăннисене саламларĕ, сывлăх та ăнăçу сунчĕ.

Концерта малалла ача садне çÿрекенсем, Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем, тата уйрăм çынсем тăсрĕç. Çак ялта çуралса ÿснĕ Зина Химетова тăван ял çинчен хăй çырнă «Тăван ялăм» юррине сцена çинче шăрантарчĕ.

Кашни йăх уçланкăра вырнаçнă йах сĕтелĕ хушшине ларчĕ. Чылайăшĕ сĕтел çине чăваш апат-çимĕçне лартма тăрăшрĕ. Иртнĕ çулти пекех Зотовсен, Медведевсен, Едриванов-Поповсен, Кошелевсен, Сюзюкинсен йăхĕсем хастар пулчĕç.

Кашни йăхри хисеплĕ ватăсене те тав сăмахĕ калас килет: Эльвира Медведевăна, Марийăпа Раиса Зотовасене, Галина Едриванована тата ыттисене те. Малашне те çак йăх-тăванлăх хутшăнăвĕсене йĕркелесе ертсе пыма сывлăх та пурнăçра çитĕнÿсем сунас килет.

Ялти культура тата администраци ĕçченĕсем ял тăрăхĕн пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ стендсене те курса тĕлĕнчĕç уява пуçтарăннисем.  

Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче йăлана кĕнĕ пекех икĕ кун хушши иртрĕ ял уявĕ. Ача-пăчасен савăнăçлă сасси, чуна тыткăнлакан юрă-ташă кĕвви янăраса тăчĕ.

Ял уявĕ ял çыннишĕн те аякран килнĕ тăвансемшĕн, хăнасемшĕн те асра юлĕ. Çитес çул та çакăн пек пысăк йышпа пуçтарăнса уявласчĕ тăван ял кунне.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика