Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.05 "Вожатăйсем çухалнă!"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

  Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ çумĕнчи "Хĕвелпи"лагерь ачисем паян кĕтмен çĕртен вожатăйсем çухални çинчен  пĕлчĕç.

      —Ирхи апатра пурччĕ. Апат хыççăн, ак, халь кăна, отрядра пĕрле шашкăлла вылярăмăр...

      —Тин кăна кунтаччĕ-çке!

      —???

  Воспитательсем вожатăйсене шырама каясси пирки пĕлтерчĕç. 

      — Ăçта шырар?

      — Вăлтса çырнă çырусене тупас пулать сирĕн, ачасем, вуласа ăнланас та малалла васкас пулать! 
      —Тупатпăр!

  Тăватă отряд тăватă тĕрлĕ маршрутпа вожатайсене шырарĕ. Чи кĕçĕннисем — "Ну. погоди!" отрядри маттурсем чи малтан йерлесе тупрĕç вожатăйсене. Вĕсем хыççăн иккĕмĕшсем ("Радуга") килсе алăка шаккарĕç, унтан— виççĕмĕшсем ("Цветочки"). Тăваттăмĕшсем те ("Звёздочка"отряд) çак алăк патнех килсе тухрĕç. Лешсем, вожатăйсем ĕнтĕ, пурте пĕрле лагерь ертÿçин пÿлĕмĕнче ыранхи ĕçсем пирки канашланă пулнă иккен!

—Авă епле-е-е!

— Вĕсем кунтах пулнă иккен! Эпир тупаймасран хăрарăмăр!

—Юри пытаннине эпир тавçăртăмăр, тупрăмăр-тупрăмарах!

   Вожатăйсемсĕр лагерь епле пултăр! Настя Елагина, Алина Анюрова, Лена Гусарова, Галя Прокопьевапа Диана Утриванова хăйсен кĕçĕн тусĕсемпе кăмăллă.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика