Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.04.24 Вăйăран вăкăр ан тухтăр!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

         Пĕр-пĕринпе ăмăртса пĕр-пĕр вăйă вылянă чухне ачасем хушшинче час-часах тĕркĕшÿ-тĕрткелешÿ сиксе тухать. Ара, пурин те çĕнтерсе мала тухас килет-çке-ха. Чи маттурри пулас килет. Хĕр ачасем чĕлхепе çĕнтерме тăрăшаççĕ ун пек чух. Пĕр-пĕрне усал сунасси, пĕр-пĕрин кăмăлне хуçасси патнех çитсе тухаççĕ.

       Çак киревсĕр йăлана çул парас мар тесе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 4 класĕнче паян физкультура урокĕ умĕн Ильина В.Н. класс ертуçи ачасемпе "Вăйă вылянă чухне хама мĕнле тытмалла?" темăпа тавлашу-калаçу ирттерчĕ. "Тĕрлĕ лару-тăрура хама епле тытсан тĕрĕсрех тесе шутлама пулать? Вăйăшанах пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха аркатма юрать-и? Кÿрентертĕн пулсан каçару ыйтма ан ман! Класри туслăха упра!"                                                

  Ачасем çакнашкал йăнăшсем тумасса шанас килчĕ класс ертуçин. Вăйăран вăкăр ан тухтăр!

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика