Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ паракан шкулта иртекен чăваш чĕлхи эрнин иккĕмĕш кунĕнчи мероприяти - вулав конференцийĕ.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен М.И. Табакова, ял библиотекарĕ А.И.Капитонова ертсе пынипе 5-7 класра вĕренекенсем Александр Мефодьевăн "Эх, тĕррĕмĕр, эрешĕмĕр", "Хуплу, шăрттан, пỹремеч", Геннадий Никандрович Волковăн "Виçĕ юрă" хайлавĕсене сỹтсе яврĕç.
Мероприятие хатĕрленсе Антонина Исааковна "Савăк кĕвĕ чунăмра" ятлă кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ.
Марина Ильинична чăваш çĕр-шывĕ - çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Аслисем ертсе пынипех библиотекăра "Авалхи... Ĕнерхи... Паянхи..." тĕрĕ-эреш куравĕ те иртрĕ.
Вĕренекенсем вуланă хайлавсем тăрăх тухса калаçрĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Тĕрлемелли çиппе унччен йĕтĕн вăрринчен туни, ăна тỹни, тĕртни çинчен пĕлчĕç конференцие пуçтарăннă ачасем. Чăваш апат-çимĕçĕ пирки каласа панине те вĕренекенсем тимлĕн итлерĕç.
Чăваш халăхĕн виçĕ юрă ("Уй варринче лаштра юман", "Вĕç, вĕç, куккук", "Алран кайми аки-сухи") пулнине вара чылайăшĕ пĕрремĕш хут илтрĕ.
Ертсе пыракансем çав юрăсене шăрантарни конференцин сĕмне тата ытларах кĕртрĕ. Конференцие кăçалхи çулпа, Культура çулталăкĕпе, çыхăнтарса йĕркелени питĕ вырăнлă килчĕ. Мероприятире çĕнни, ачасемшĕн кăсăкли чылай пулчĕ.
Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.