Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.04.23 Чǎваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Шкулта чǎваш чĕлхипе литератури эрни пуçланнине 5-мĕш класра вĕренекенсем пурне те тепĕр хут систерчĕç. Линейкǎра вĕсем Вера Козлова вĕрентекен ертсе пынипе «Тǎван чĕлхем – таса хĕлхем» литературǎпа музыка композицийĕ кǎтартрĕç. Чǎваш тумне тǎхǎннǎ маттур ачасем атте-анне чĕлхине - тǎван чĕлхене - савса, юратса, хисеплесе, упраса пурǎнмалли çинчен хавхаланса вуларĕç. Çак класри Лида Храмова тата Александра Шавикова чǎвашла çепĕç юрǎсем шǎрантарчĕç. Светлана Никитина вĕрентекен эрне планĕпе паллаштарчĕ. Эрне тǎршшĕпех пыракан «Савнǎ енĕм – Чǎваш ен» викторинǎпа «Мǎн кун тĕлĕнтермĕшĕ» конкурса тата ытти мероприятисене те хастар хутшǎнма сĕнчĕ.

   Уроксем хыççǎн 8-9 класс ачисем Светлана Петровна вĕрентекен ертсе пынипе кǎсǎклǎ çул çÿреве тухрĕç. Çамрǎк чĕлхеçĕсем «Пуплев пайĕсем», «Ваттисен сǎмахĕсем», «Тĕрĕс куçар», «Шÿтлĕ ыйтусем», «Чĕлхе наукин пайĕсем» станцисенче чарǎнчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Вǎйǎ экскурсии никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ.

Ытти классенче те ĕçлĕ шав хуçаланчĕ. Пĕрисем Анна Козлова ертсе пынипе хаçат кǎларма хатĕрленчĕç, теприсем Нина Тихонова музыка учителĕ патне юрлама васкарĕç…

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика