Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
"Кил ăшшине упрать анне. Вăл— сÿнми вучах!
Атте пилĕ— тулăх хирти сап-сарă пучах!
Анне сывви, атте сывви— тăван кил çути.
Тăван пурри, тăван кĕтни— пурнăçăн утти!"
Ачасене ашшĕ-амăшне хисеплеме, харпăр-хăй çемйипе мухтанма, мăнаçланма вĕрентес, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче ырă хутшăнусене аталанма пулăшас тĕллевсемпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 4-мĕш класĕнче "Çемье ăшши— атте-анне" ятпа уçă класс сехечĕ иртрĕ.
Пирĕн несĕлсем çемье пĕлтерĕшне лайăх пĕлсе тăнă, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма тăрăшнă. Вĕсен шухăшĕпе, кашни йĕркеллĕ çыннăн хăй пурăннă чух икĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: ашшĕ-амăшне пулăшмалла, хисепе тивĕçлĕ ырă ачасем пăхса ÿстермелле. Чăвашăн пĕтĕм пурнăçĕ кил-йышра иртнĕ. Çавăнпа вăл яланах çемье, ашшĕ-амăшĕ, ачисем йĕркеллĕ пулччăр, тăнăç пурнăçпа пурăнччăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Хамăр халăхăн пархатарлă йăли-йĕрки çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç ачасем.
А.А.Чернова класс ертÿçипе пĕрле вĕренекенсем пĕчĕк уяв хатĕрленĕ. Атте-анне, çемье, ача-пăчана тĕрĕс пăхса çитĕнтерсе чăн-чăн çын тăвасси çинчен, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусемпе çемьери ырă йăла-йĕрке çинчен калаçрĕç тăваттăмĕшсем, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Ваттисен сăмахĕсем те, И.Я.Яковлев ăсчахăмăрăн халалĕ те питĕ вырăнлă пулчĕç ку уявра. Çемье тĕрекĕ пирки, çичĕ пил çинчен каласа хăварма та манмарĕç ачасем. Юлашкинчен вылянă вăйăсем те атте-анне, çемье, кил тавра пулчĕç. Çемье ăшши аттепе аннерен килнине тăваттăмĕш класра вĕренекенсем тата çирĕпрех ăнланчĕç.
"Юррăма, анне, пĕрле юрла
Чун-чĕре килениччен.
Юррăма , атте, пĕрле юрла
Çак килти телей çинчен.
Ачăрсем çÿреççĕ куç тулли,—
Ял-йыша сиртен парне.
Эх, аван атте-анне юрри!
Хакли çук никам та аттерен,
Хакли çук никам та аннерен.
Чăн телей—атте-анне пурри!"