Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.12.05 Çынра пурте илемлĕ, йĕркеллĕ пулмалла

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

     Эрех-сăра сиенĕ çинчен, вăл этемлĕхшĕн хăрушă инкек пулни пирки юлашки вăхăтра шкул ачисемпе те нумай калаçатпăр. Çак наркăмăшлă шĕвекпе туслашмасăр, чуна çав усала сутмасăр, сывă пурнăç йĕркине мала хурса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе-юратса пурăннине мĕн çиттĕр! Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç тăван литература урокĕнче паян Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çиччĕмĕшсем. Трубина Марфи çырнă "Хăнаран" калаври трагеди ачасене питĕ хумхантарчĕ.  Усал серепине лекме ним те мар иккен, лексен тин каялла тÿрлетме çук йăнăшсем те туса хума пулать иккен. Çавăнпа та эрех-сăра сиенĕ çинчен витĕмлĕ калаçусем ирттернĕ чухне пурнăçри тата произведенисенчи тĕслĕхсемпе усă курни кирлех. Çамрăк ăрăва инкеке лекесрен асăрханма вĕрентмелле пирĕн, аслисен.  Ачасем ыррине те, усаллине те пиртен, атте-аннерен курса вĕренеççĕ-çке. Апла хамăртан нумай килет. Çынра пурте илемлĕ, йĕркеллĕ пулмалла.

     Марфа Трубинан "Хăнаран" калавĕ ку тĕлĕшпе питĕ вырăнлă, шутсăр кирлĕ произведени.

                                                                               

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика