Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.11.29 Волонтёрсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

      Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче волонтёрсен команди йĕркеленни пилĕк çул  ĕнтĕ. Хĕрсемпе каччăсем "Сюрприз" ят панăччĕ ушкăна. Малтанласа уявсем йĕркелесе ирттерес, субботниксене  активлă хутшăнас, йывăçсем лартса çитĕнтерес ĕçсенче активлă пулчĕç ачасем. Ушкăнран отряд та йĕркеленчĕ. Хĕрсемпе каччăсем районта, республикăра ирттерекен акцисене хутшăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, "Сюрприз" отряд виçĕ çул хушши "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" агитбригадăсен конкурсĕнче малтисен ретĕнче пулчĕ.

     Çак кунсенче "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăннă май, "Сюрприз" волонтёрсен отрячĕ районта иртнĕ ăмăртăва хутшăнчĕ. "Сюрприз" хăйĕн пултарулăхĕпе ыттисенчен маттуртарах пулни тÿрех курăнчĕ. Жюри командăна иккĕмĕш вырăн парса хакларĕ.

     Маттур, хĕрсем, маттур, каччăсем! Ăнăçу пултăр сире малашне те!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика