Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.11.13 Каникул кунĕсем — шкул ачишĕн пысăк савăнăç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
Каникул кунĕсем — шкул ачишĕн чăн-чăн савăнăç. Каникула пурте чăтăмсăррăн кĕтни хăех çакна çирĕплетет те. Каникул кунĕсене ăçта, еплерех, кампа пĕрле ирттерессине малтанах палăртса хураççĕ ачасем. Аслă классен канашĕ сĕннипе 10 класра вĕренекен Таисия Глухова юнкор кĕркуннехи каникултан таврăннă ачасенчен интервью илнĕ.
— Каникул кунĕсем килĕшрĕç-и? Мĕн асра юлчĕ?
 Н.Куракова:
— Хамăр Чăваш Республикин тĕп хулине кайса курас ĕмĕт пурччĕ — вăл пурнăçланчĕ. Шупашкарта курса çÿремелли, культурăллă канмалли вырăнсем нумай. Константин Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулни яланлăхах асра юлĕ. Жан Батист Мольерăн "Скупой" пьеси тăрăх лартнă "Хыт кукар" комеди мана питĕ килĕшрĕ. Тулли кăмăлпа таврăнтăм Шупашкартан. 
     Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канма юратать. Çулла та, хĕлле те путёвкăсем туянса (питĕ йÿнĕ вĕсем!) хула тулашĕнче вырнаçнă кану лагерĕсенче пулаççĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем. 7 класра вĕренекен Алина Анюрова хăйĕн юлташĕсемпе лагерьте пĕрре çеç мар канса курнă. Хальхинче, акă, "Шурă чулсем" лагере кайса килчĕ.
— Алина, мĕншĕн "Шурă чулсем" лагере суйласа илтĕн?
Алина Анюрова:
—Сăкăт шкулĕнчен улттăн та пултăмăр эпир унта. Ку лагерь Сĕнтĕрвăрри районĕнче Атăл хĕрринче вырнаçнă. Савăнатăп унта канма май килнĕшĕн. Ултă кун хушшинче темĕн чухлĕ çĕнĕлĕх пулчĕ маншăн, çĕнĕ юлташсем тупрăм. Вăхăт питĕ усăллă иртрĕ. Сывлăха та çирĕплетме май пулчĕ, паллах. Халĕ вара çĕнĕ туссемпе çыхăну тытатпăр. Май килсен, татах та кайса канас кăмăл пур.
    Юлашки вăхăтра шкул ачисем хушшинче те волонтĕрсем пурри çинчен нумай илтме пулать. Сăкăт шкулĕнче те пур вĕсем. Кунта "Сюрприз" ушкăн йĕркеленни пилĕк çул  ĕнтĕ. Хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ ĕçсене явăçса усă тăваççĕ тесех калас килет. 8-11 классенче вĕренекенсем хирте çĕр улми пуçтарчĕç. Акă тата, сăмахран, 11 класс каччисем "Красное Знамя" хуçалăха кĕрхи çимĕçсене тирпейлесе кĕртес ĕçсенче аванах пулăшу пачĕç.
 —Ку ырă шухăша кам та пулин сĕнчĕ-и сире, каччăсем? 
Иван Волков:
    Йĕтем çинчи çĕр улмине машинăсем çине тиеме, сухан сеткисене кĕлете кĕртме пулăшрăмăр эпир. Кăмăл пултăр кăна, каникул кунĕсенче те вăхăт тупăнать. Паллах, эпир кунта хуçалăх ертÿçисемпе çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Çулла та вăхăта сая яман темелле. Кама пахча ĕçĕнче, кама стройка таврашĕнче пулăшма тăрăшнă. Спортпа та туслă эпир, ĕçлеме те ĕлкĕретпĕр, канма та вăхăт тупатпăр.
    9 тата 11 класра вĕренекенсем  каникул кунĕсенче те çÿрерĕç шкула: камăн вырăс чĕлхипе, камăн тата математикăпа консультацисем пулчĕç.Спорт секцийĕсене çÿрекенсем  спортзала васкарĕç. 
 — Арçын ачасем, спорт сире мĕнпе илĕртет?
Фёдор Кариков:  
 Футболла выляма юрататпăр эпир, арçын ачасем. Шкулта стадион пуррипе мухтанас та килет. Команда пухăнать те — вылях пуçлатпăр. Кĕркуннехи каникулта та стадион пушă тăмарĕ: мечĕк хыççăн  чупма питĕ интереслĕ пулчĕ. Хапхана гол кĕртсен вара — пушшех те! 8-9 класра вĕренекенсем, эпир, район шайĕнче спартакиада шучĕпе иртнĕ мини-футбол ăмăртăвне те хутшăнтăмăр. Виççĕмĕш вырăна çĕнсе илтĕмĕр. Савăнтăмăр уншăн.
 Кам килте кинофильм пăхнă, аслисене тĕрлĕ вак-тĕвек ĕçсене тума пулăшнă, кама кружокра хăй пултарулăхне аталантарнă, кам спортра хăй вăйне виçнĕ... Каникул кунĕсем хаваслă та савăнăçлă иртнĕ тесе татăклăнах калама пултаратпăр эпир, Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем.
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика