Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.08.12 Сăкăт шкулĕ çĕнĕлĕхе хапăл тусах йышăнать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Сисмесĕрех иртет хавас çулла .

Пуçтарăнатпăр, ак, каллех шкула!

 

Çулла — ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт. Ир-ирех тăрса шкула чупмалла мар, урока хатĕрленсе киле панă ĕçпе те тертленмелле мар... Кан та кан, выля та кул, кĕркунне çитиччен çĕнĕ вăй пухса юл!

Шкул вара ачасене кăçал çĕнĕ тумпа кĕтет. Хальччен ку ыйту татăклă пулманччĕ-ха, кама мĕнлерех килĕшет, çапларах тумланатчĕç ачасем. Халĕ вара Раççей Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ документ пурнăçа кĕрет: пур ачан та пĕрешкел тум — шкул форми пулмалла.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те, çĕршыври  пур ачасем пекех, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕр-çĕнĕ тум туянаççĕ. Класс ертÿçисем ачасен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçаççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Лавккасенче, пасарта кĕпе-костюм тăхăна-тăхăна пăхакан хĕр ачасемпе арçын ачасене курсан кирек камăн та (аслă ăрури çынсен пушшех те!) чунĕ савăнать. Манăçа тухнă шур саппунлă хăмăр кĕпесем каялла çаврăнса килсе модăна кĕреççĕ. Ку çĕнĕлĕхе Сăкăт шкулĕ те хапăл тусах йышăнать! Ăнăçу пултăр!

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика