Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.04.30 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 Чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа - 165, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш республикин вĕренỹ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăх ĕçен институчĕ, "Хыпар" хаçат тата Чăваш наци радиовĕ пуçарнипе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акции ирттерчĕç.

Çак акцине хутшăнса районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те хутшăнма хапăл турĕç. Вĕсем диктант текстне вулавăшрах интернет урлă итлесе çырчĕç. Сăмах май каласан, кунта вăй хуракан Нина Мазякова, Любовь Титова, Наталия Ракова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче вĕренсе ăс пухнă. Виççĕшĕ те чылай çул каяллах вĕренсе тухнă пулсан та вĕсем хăйсене тĕрĕслесе пăхма шутларĕç. Унтанпа орфографи тата пунктуации правилисем ылмашăннă пулсан та диктанта библиотекарьсем начар мар çырнă.

Çапла вара чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ỹстересси вулавăшсенче ĕçлекенсенчен те килет. Маттур хĕрсем!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика