Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Тухтăрсем ăнлантарнă тăрăх, хĕл каçипе çыннăн организмĕ ывăнса çитет, тĕрле витаминсем, минералсем çителĕксĕр пирки вара чир-чĕр те çулăхма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен, пирĕн кашни кунах усăллă апатланма тăрăшмалла. Чи малтан, паллах, витаминсем пирки пĕлмелле.
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн улттă-саккăр класĕнче вĕренекен хĕр ачасем "Йăлтах витаминсем çинчен" темăпа калаçу ирттерчĕç. Витаминсем нумай тĕрлĕ иккенне ачасем пĕлеççĕ-ха. Муллина Г.И. вĕрентекен каласа-ăнлантарса панă тăрăх вара, пĕлмелли татах та нумай иккен. Сăмахран, акă, В витамин хăех миçе тĕрлĕ: В1, В2,В3, В4, В6, В8, В9, В12, В13, В15. C, D, E, H, Р, К, L витаминсем тата. Вĕсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Хăшĕ мĕнле апатра е çимĕçре пуррине те пĕлме питĕ интереслĕ пулчĕ. Тĕрлĕ çимĕçсем хушшинче те, тутине кура, хăйне евĕр килĕшÿлĕх те пулмалла. Халĕ вара хĕр ачасем вăл е ку пахча çимĕçе е улма-çырлана еплерех усă курасси пирки шухăшласа салатсем тума вĕренеççĕ, хăйсемех рецептсем шухăшласа тупаççĕ.