Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.04.16 "Çут çанталăка сыхлани, упрани — хамăршăнах" —

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 7 класĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекен хушшинче (Тинюкова Н.К.)чăваш чĕлхи урокĕнче çакăн пек калаçу иртрĕ. Ачасем малтан "Акăш кÿлли" текстпа паллашрĕç. Ăна тишкерчĕç, тĕп шухăшне палăртрĕç.

 Акăшсем кÿлле мĕншĕн пăрахса кайнине тавçăрма пĕрре те йывăр мар: кунти лăпкă та улах вырăна юриех пĕтерме тĕллев лартнă пекех, пĕр енчен вăрмана касса тĕрмесем туса лартнă, тепĕр енче аэродром кĕрлеме пуçланă. Çухалнă вара кÿлĕри акăшсем, текех ку таврана вĕçсе килми пулнă. Эппин, çакăншăн эпир— çынсем айăплă. Мĕншĕн? Хамăр таврари пурнăçа курма, ăнланма пĕлменшĕн айăплă. Хамăра лайăх пултăр тесе çут çанталăка сăтăр тунăшăн айăплă. Пирĕн кÿлĕсемпе пĕвесем таврашĕнче те сайра хутра кайăк кăвакалсене, тăрнасене те курма пулать. Анчах вĕсен тăшманĕсем пур. Каллех çынсем.

  Паян акăшсем яланлăхах вĕçсе кайрĕç, ыран кÿлĕсем типсе ларĕç... Хамăр çула хамăрах пÿлетпĕр иккен, хамăр ларакан турата касатпăр. Мĕн тумалла? Эпир — çут çанталăк ачисем, ăна упрамалла, сыхламалла, пулăшмалла. Хÿтĕлемелле! Ку йăлтах хамăршăн.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика