Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.03.25 "Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă"—уçă класс сехечĕ иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

"Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă" ятпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче уçă класс сехечĕ иртрĕ.

4 класра вĕренекенсем Чиркина Н.А. класс ертÿçипе пĕрле кашнин килĕнчех пулса курчĕç, пĕр-пĕрин ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе çывăхрах паллашрĕç.

 Хĕр ачасемпе арçын ачасем сăвăсем каларĕç, класпа пĕрле маларах йĕркеленĕ слайдсене — сăн ÿкерчĕксен альбомĕн страницисене уçса пынăçемĕн чи юратнă çынсем çинчен кала-кала пачĕç. Юрă-кĕвĕ те, ваттисен сăмахĕсем те вырăнлă пулчĕç кунта.

Туслă çемье тенине мĕнле ăнланатăр? Çемье телейĕ мĕнре-ши? Çемйĕре эсир мĕнпе пулăшатăр? — вĕрентекенĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç ачасем.

Ачисен ашшĕ-амăшне итлесе, пулăшса пымалла,  кирлĕ мар киревсĕр ĕçсемпе хуйхăртмалла мар. Кил-çуртра пурте ырă шухăш-кăмăлпа пурăнсан, пĕр тĕллевлĕ пулсан, пĕр-пĕрне хисеплесен, пурнăç та малалла йĕркеллĕ аталанса пырать— пурте пĕрле çак шухăш патне çитрĕç тăваттăмĕшсем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика