Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Çăварни çуни — сар çуна...
-Хурама та пĕкĕ, йĕлме тупан,-
Эпир çул якатма тухрăмăр.
Айванах та пуçăм, çамрăк чунăм,
Эпир чун йăпатма тухрăмăр, - янăраса каять Çăварни юрри. Сăкăтри "Çăлкуç"ача сачĕн коллективĕ Çăварни уявне хускатса виç лашапа яла çаврăнать.
—Çăварни çитрĕ! Куртăр-и?
Уява тухма манман-и?
—Шăнкăр кăна шăнкăр! - кĕмĕл сассине парать тепĕр касра шăнкăравĕ.
Купăс сассипе хутăшса ял çине хаваслăх хумĕ саланать, катаччи лашисем черетленсе килеççĕ аслă урампа. Çăварни çуни хыççăн ачипчи кĕшĕлтетсе чупать.
Çăварни çунисем ял варрине çитсессĕн чăн-чăн уяв пуçланать. Çунасем çинчи артистсем такмак каласа мăшăрăн та, ушкăнпа та ташă пуçлаççĕ. Пĕр хушă савăннă хыççăн каллех капăрлатнă урхамахсем пурте пĕрле черетленсе уяв иртекен тĕп вырăна васкаççĕ.
Сăкăт ялĕнчи культура çурчĕн директорĕ А. Калькин Сăкăт ял тăрăхĕн ертуçине С.И.Толстова уява уçма сăмах парать. С.Толстовпа пĕрле В.Глухов Шăмăршă лесничествин ертÿçи ял халăхне Çăварни ячĕпе саламлаççĕ, катаччи чупакансене тав туса парнесем, мухтав хучĕсем параççĕ.
Катаччи чупакансем хушшинче 1-мĕш вырăна В.Пайдютовăн экипажĕ çĕнсе илет. Глухова Л., Толстова А., Чернова Л. Тури касри катаччи хĕрĕсемпе пĕрле Толстов В. купăсçă пĕр ушкăн пулса районта иртнĕ Хĕле ăсатнă çĕре — уява хутшăннă, илем кÿнĕ. Тепĕр çуна çинче Е.Кузнецов.ушкăнĕ — "Красное Знамя" хуçалăхра тăрăшакан маттур хĕрсем — ферма ĕçченĕсем, вĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçеççĕ. Виççĕмĕшсем вара — шкул ачисем (лавçи - 7 класс ачи Бакашин Д.).Хĕр ачасемпе арçын ачасем Толстов П. çамрăк купăсçăпа пĕрле курма пынă халăха юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Львов В., Мнейкин С., Волков И. лавçăсем те çăварни парнисене тивĕçеççĕ.
Уява малалла футболистсем хутшăнаççĕ. Мини-футболла малтан вăтам классенче вĕренекен ачасем, кайран ял çамрăкĕсен виçĕ команди— "Сугуты", "Барс", "Стрела" тата аслă классенче вĕренекенсен "Школьники"команди тупăшаççĕ. Малти вырăна "Сугуты" çĕнсе илет, иккĕмĕш— "Барс", виççĕмĕшсем— "Стрела" тата "Школьники". "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята 11 класс спортсменĕ Алякин Н., "Чи лайăх хÿтĕлевçĕ" ята Пайдютов И.çĕнсе илеççĕ.
Алă вăйĕ виçессипе те ăмăртаççĕ сăкăтсем. Кунта вара Лепёшкина О, Бакашина А., Кушникова И. парнесем илме тивĕçлĕ пулаççĕ.
Арçынсем кире пуканне кăмăллаççĕ Сăкăтра. Çĕнтерÿçĕсем — Кушников С. (11 класс), Бакашин С.( пĕлтĕрхи выпускник), Чермасов А.(11 класс). Тепĕр çĕре ялти чи маттур шашистсем пуçтарăннă. Малти вырăна Сăкăт шкулĕн вĕрентекенĕ Н.В.Ксенофонтов, иккĕмĕшне — А.А.Тинюков, виççĕмĕшне вара Н.А.Муллин шашка ăстисем йышăнаççĕ.
Каласа пулать, уяв расхутсăр пулмасть. Çăварние уявлама пулăшнăшăн "Красное Знамя" кооператива тата В.И.Глухова, А.Н. Давыдова, Н.Ф. Лепёшкина, А.П. Муллина, А.Ф. Кудряшова, В.П.Анюрова, В.А. Кузнецова, А.В. Платонова, В.М. Туктина ял халăхĕ ячĕпе администраци тав тăвать.
Фоторепортаж