Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.29 Волонт́ёрсем катока тирпейлесе-пăхса тăраççĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Кашни кунах уроксем хыççăн ял варринчи çутă пăр çинче ача-пăча сасси ян-ян. Шкултан таврăнсанах апатланаççĕ те коньки илсе ярăнма чупаççĕ. Хоккейла вылякансем — арçын ачасем. Хĕр ачасем пĕрне-пĕри хăвалаççĕ, тытмалла выляççĕ.

Юрĕ вара çăвать те çăвать, ярăнакансене чăрмантарать. Камсем тасатаççĕ-ха катока?  Кам та пулин тăватех ĕнтĕ ку ĕçе..  Сарлака кĕреçесем, шăпăрсем йăтса утакансене ял çынни епле ан куртăр. Волонтёрсем тесенех пурте ăнланаççĕ: ырă ĕç тăвакансем вĕсем, аслă классенче вĕренекенсем.

Ачасемпе пĕрле ял çамрăкĕсем те ÿркенсе тăмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ, тăрăшаççĕ. Хăйсем хушшинче калаçса татăлаççĕ те — каток хатĕр. Тепĕр чух, юрĕ ытларах чухне, тракторпа та хырма тивет. Ку ĕçе каллех хоккей вăййине чунтанах парăннă спортсменсем, ял çамрăкĕсем хутшăнаççĕ. Алексей Назарова тав сăмахĕ каламалăх пур: ĕç хыççăн хурçă утне утланать, хоккей коробкине тасатма та пушă вăхăт тупать.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика