Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.12.20 Хĕл мучи çыру вулать, чи лайăххине суйлать!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Сылтăм алла вылятса,

Шурă хута хуратса,

Хĕл Мучи, сана савса

Çыру çыртăм васкаса!

 

     Çĕнĕ Çул уявĕ — чи хаваслă уяв, мĕншĕн тесен, ытти уявсемпе танлаштарсан, вăл асамлă-çке! Ăна ватти те, вĕтти те чăтăмсăррăн кĕтет. Кашниех пурнăçра çĕнĕ, ырă улшăнусем пуласса ĕмĕтленет. Хытă-хытă ĕмĕтленсен, ĕмĕт чăнахах та пурнăçланать теççĕ.

     Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем Çĕнĕ Çул уявне çывхартса Хĕл Мучи патне саламлă çырусем çырчĕç. Хĕл Мучин почтинче чылай пуçтарăнчĕç тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ шухăшлă çырусем. Пурте Хĕл Мучин асамлă вăйне ĕненеççĕ, вăл çитес çулта кашнин ĕмĕтне пурнăçласса шанаççĕ. Ĕмĕтсем вара-а-а... Вĕсем тĕрлĕрен.Чылайăшĕ Хĕл Мучирен коньки кĕтет, кĕсье телефонĕ, планшет, Барби пукане... Сывлăх ыйтакан та, телей ыйтакан та пур - интереслĕ! Чуна уçса çырнисем те тĕл пулчĕç: çемье, атте-анне пирки шухăшлаççĕ.

    Хĕл Мучие ĕнсине хыçмалăх ĕç пур кунта, çакăн чухлĕ çыру хушшинче пуç та çаврăнса кайĕ. "Чи пуян çыру" ята Муллина Ю.(1 класс), Мишина К.(2 класс), Тинюков А. (4 класс) вĕренекенсен ĕçĕсем тивĕçрĕç. Хĕл Мучи çак ачасене районти елкăна кайма путевкăсем парнелерĕ.

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика