Аннеçĕм ытарайми хĕвелĕм
Кун - çул пиллерĕн эс мана
Санпа чухне çеç эп телейлĕ
Телейлĕ эс пуртан кăна
Чăн та мĕнешкел пысăк телей вăл çĕр çинче анне пурри. Анне…. Чи çывăх çын вăл. Çав вăхăтра çывăх юлташ та. Кирек хăш вăхăтра та ырă сĕнÿ, канаш пама пултарать. Чăваш хĕрарăмĕ, сăпайлă та пăрчăкан пек ĕçченскер, хăй ĕмĕрне çĕр ĕçĕнче, хуçалăхра ирттерет.
Чÿк уйăхĕн 25 -мĕшĕнче Аслă Чемен ял тăрăхĕн Тури Чакă культура çуртĕнче Аннесен кунне халалласа уяв иртрĕ. Уява Тури Чакăри культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ «Мĕн курман-ши пирĕн аннесем» юрăпа уçрĕ. Малалла «Айтăр-ха аннесем» шоу-конкурс иртрĕ. Конкурса Сюзюкина Анна Федоровнăпа (Культура çурчĕн директорĕ) Ежова Людмила Николаевна (библиотекарь) йĕркелесе ертсе пычĕç. Сцена çине чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕcем тухрĕç! Аслăраххисем пир кĕпепе, сурпан сырса хушпу тăхăннă, çамрăк аннесем вара – чăваш кĕписемпе, тухьяпа! Аннесем сцена çине тухсан куракансем ура çине тăрса еплерех алă çупрĕç тата… Аннесем сцена çинче хăйсемпе паллаштарчĕç, çип арларĕç, «ачисене» чĕркесе сăпка юрри юрларĕç, хайсен алă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, ятарласа хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçсемпе сăйларĕç. Юлашкинчен конкурса хутшăнакан аннесем юрă-ташăсемпе куракансене тĕлĕнтермеллипех-тĕлĕнтерчĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх конкурса хутшăннă аннесене тĕрлĕ номинацисемпе парнесем парса чысларĕç:
- «Çепĕç анне» - Едриванова Галина Викторовна,
- «Куракансем камăлланă анне»- Медведева Людмила Константиновна,
-«Сăпайлă анне» Иванова Любовь Геннадьевна,
-«Юрра-ташша ăста анне» Капитонова Екатерина Алексеевна
-«Илĕртÿллĕ анне» - Ананьева Алина Ивановна,
- «Пултаруллă анне» - Фролова Альбина Сергеевна.
Хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи Медведева Эльвира Васильевна «Аннесен уявĕ» ячĕпе саламларĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх та телей сунчĕ.