Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.11.19 Хăнара - Çулталăк мучин мăнукĕсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Çулталăк вăхăчĕсем çинчен мĕн вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварас, ачасен вулавĕпе ĕç хăнăхăвĕсене тата шухăшлавĕпе пуплевне аталантарас, çут çанталăка юратас-упрас тата  сăнас туйăма ÿстерес, ачасене пĕр-пĕринпе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тĕллевсемпе Сăкăт шкулĕн  иккĕмĕш класĕнче "Çулталăк вăхăчĕсем" ятпа уçă урок иртрĕ.  Ачасем кроссворд тупсăмне шыраса тупнă тĕле  хăнана Çулталăк мучин мăнукĕсем персе çитрĕç. Мучи хăй ватă пирки килеймен иккен, тăватă сăн ÿкерчĕкне парса янă. Сăн ÿкерчĕкĕсем те ахальлисем мар тата, тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсемлĕ. Ушкăнпа ушкăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăмăртса хуравсем шырарĕç. Тавçăрулăх та, ăнкарулăх та, пĕлÿ те, пултарулăх та - пурте кирлĕ пулчĕç урокра иккĕмĕшсене. Урок вĕçĕнче вара ачасем хăйсемех артистсем пулса сценка та лартрĕç.

В.Н. Ильина класс ертÿçи мучин мăнукĕсене ăсатнă тĕле шăнкăрав та урок вĕçленнине пĕлтерсе тулли кăмăлпа янăраса кайрĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика