Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.04.26 Ырă туни çухалмасть!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Ырă туни çухалмасть! - çапла йыхравлă ятпа иртрĕ çурхи ырă ĕçсен эрни Сăкăт шкулĕнче.

Ултă -çичĕ кунлăх палăртнă ĕçе пурнăçлама тăрăшрĕç ачасемпе вĕренекенсем. Уроксенче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те калаçу Ырă çинчен çеç пулчĕ. "Эрех-сăра сиенĕ", "Пĕр-пĕринпе тату пулар", ."Вăйсăррисене пулăшма васка" темăсемпе аслă классенче калаçусем иртрĕç. "Ырă сăмах калакан - асамлă туяллă пулакан" ăмăрту çиччĕмĕшсене питĕ килĕшрĕ.

 Улттăмĕшсем вара кĕске калавсем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталарĕç. Тимур командисем уроксем хыççăн ватăсене пулăшма васкарĕç, Аслă уяв - Мăн кун тĕлне тасатмалли, тирпейлемелли ĕç те чылай пулчĕ. Шкул таврашне тирпей-илем кÿрессине, палăк таврашĕнчи ĕçсене çурхи шыв чăрмавне пула çитес эрне валли палăртса хучĕç Сăкăт ачисем. Çанталăкĕ çеç лайăх пултăр, ан чăрмантартăр.

   Ырă ĕçсен эрни малалла тăсалать-ха эппин!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика