Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Юратнă тăванăмсем! Паян вуланă евангелире çăлăнас тесен хĕрес илсе Христос хыççăн пымалли çинчен каланă.
Христос калать: «Ман хыççăн пырас теекен хăй ирĕкне пăрахтăр та, хĕресне илсе Ман хыççăн пытăр,» - тет. Христос тĕнне тытакан çынсен чăнахах Христосăн пулас тесен виçĕ ĕç тăвас пулать: пуринчен малтан çыннăн хăй ирĕкне пăрахас пулать, хăй епле пурăнас тенĕ пек мар, Христос епле пурăнма хушнă пек пурăнас пулать. Христос тĕнне тытакан çыннăн пĕтĕм шухăшĕ, пĕтĕм ĕçĕ, пĕтĕм пурнăçĕ Христос ирĕкĕ тăрăх пулмалла. Çынна Христос ятне илсе çÿрени мар, Унăн ирĕкне туни, Вăл хушнă пек пурăнни çăлать. Авă Иисус Христоса тытса паракан Иуда та унăн вĕренекенĕ пулнă. Вăл Христоса Тура Ывăлĕ тесе хисепленĕ. Христос хыççăн пĕр уйрăлмасăр çÿренĕ. Вăл вĕрентнине итленĕ. Унпа пĕрле каçхи апат çинĕ. Ăна чуп тунă. Анчах кайран Христоса тăшмансен аллине тытса парса, Ăна пăталаттарса вĕлернĕ. Çав Иуда ячĕпе анчах Христосăн вĕренекенĕ пулнă. Унăн ирĕкĕ Христосăн пулман. Вăл хăйĕн ирĕкне пăрахман. Çавăнпа Христоса тытса панă. Пирĕн хушăмăрта та, тăванăмсем. çаплах пулать. Акă пиртен пĕри хăйне Христос тĕнне тытакан тет. Анчах хăй çын япалине вăрлать, хăйне Христос çынни тет, хăй вара çынна улталать, аскăнланса çÿрет, тĕрле йĕркесĕр ĕçсем тăвать. Çав çын Христос ятне тивĕçлĕ пĕр ĕç те тумасть.
Унтан тата Христос çынни пулас теекенĕн хĕресне илес пулать. Ĕлĕк хĕрес çумне тĕрлĕ усал çынсене, вăрă-хурахсене пăталанă. Пирĕн те тĕрлĕ усал ĕçсене, пур кирлĕ мар япаласене хĕрес çумне пăталаса вĕлерес пулать. Урăхларах каласан, вĕсене нихăçан та тек тумалла мар, пĕтерме тăрăшмалла. Ырă ĕçсем анчах тумалла; çапла тусан, усал ĕçсене хĕрес çумне пăталани пулать.
Çын хăй ĕмĕрĕнче мĕнле кăна хуйхă чăтса ирттермест-ши: пĕри чухăн пурнăçĕпе тарăхса, макăрса пурăнать, тепри чирпе асапланса хĕн-хур курать, хăшĕ упăшкипе тарăхать е арăмепе çунса пурăнать. Çапла эпир тĕрлĕ хуйхă-инкекрен асапланатпăр. Ку та пире панă хĕрес. Ăна чăтăмлă, Турра пĕр ÿпкелемесĕр илсе пырас пулать. Вара тин Христос çынни пулăпăр.
Кам хăй чунне усрас тет, вăл çухатĕ ăна; кам хăй чунне Турăпа Евангелишĕн çухатĕ, вăл сыхă усрĕ ăна. Чунне усрас теекен çын ÿтшĕн анчах тăрăшать. Ÿтшĕн тăрăшса чуна мĕн кирлине çухатать е тата ултавпа пуян пулма тăрăшать. Пуян çын пурнăçĕпе вăл нумай пурăнасшăн пулать. Çапла пĕр ÿчĕшĕн анчах тăрăшса чунне çухатать. Кам Христосшăн чунне çухатать, вăл ăна тупать. Христос çынсене çылăх тĕттĕмĕнчен кăларасшăн Хăйне хăй хĕрес çумне пăталаттарнă, çынсене хĕрхенсе Хăйне шеллемесĕр вĕлерттернĕ. Кам Христос хыççăн пырса хăйне хăй хĕрхенмесĕр çынна ырă тума тăрăшĕ, çавă чунне çухатмĕ, ăна усал аллине памĕ.
Çын ÿт ыйтнине анчах туса пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан пулсан та хăй чунне сийен çеç кÿрĕ. Усси пур-ши кун евĕрлĕ пурнăçран? Шухăшласа пăхар: çын пĕтĕм тĕнчене çавăрса илтĕр, пур мул та унăн аллинче пултăр. Анчах унăн чĕри хытса çитнĕ пулсан, вăл никама та пулăшмасть е ырă шухăшпа çÿреместь пулсассăн, мĕн усă пултăр ăна? Ун пек çынна ку тĕнчере те хисеплемĕç, леш тĕнчешĕн те пĕтĕ. Çыннăн чунĕ ÿт хыççăн кайса Турăран уйрăлнă пулсан, мĕн усă пултăр çынна? Мĕн те пулин парса ăна тÿлесе хăтарма пулĕ-ши? Çук, тăванăмсем! Иоанн Златоуст калать: «Есĕ укçуна çухатнă пулсан, сана кам та пулин пама пултарать, чун вырăнне чун кам патăр? Есĕ пĕтĕм тĕнчене тытса тăрсан та, патша пулсан та, пĕтĕм тĕнче мулĕшĕн пĕтнĕ, çухалнă чунна хăтараймăн,» - тет.
Кам çак аскăн, çылăхлă ăру умĕнче Турăран, Унăн сăмахĕсенчен вăтанĕ, унтан Этем Ывăлĕ те, Ашшĕ аслăлăхĕпе, святой ангелсемпе килсен вăтанĕ; кам çак Христос вĕрентнине тиркесе тытса тăмĕ, Унтан вăтанĕ, Христос та тепĕр хут çĕр çине килнĕ чух ăна пĕлмĕ, хăйĕн патшалăхне кĕме тивĕçлĕ çынсенчен уйăрса ярĕ.
Христос каланă: «Чăн чăнах калатăп сире: çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри Турă патшалăхĕ хăватлăн килнине курмасăр вилмĕ.» - тенĕ. Чăнахах, Христоса ĕненекен çынсем малтан пит сахал пулнă. Унтан вăтаннă. Анчах Турă чĕрĕлсе тăрса вĕренекенĕсем çине Святой сывлăш хăватне ярсан, ăна ĕненекенсем нумайланнăçемĕн нумайланса пынă, çÿлти патшалăх хăватлăланса килнĕ. Çав вăхăтчен Христосăн вĕренекенĕсем нумайĕшĕ пурăннă.
Юратнă тăванăмсем! Çак халĕ вуланă евангелине астуса, Христос тĕнне сăмахпа мар, ĕçпе те тытар, Христоса тивĕçлĕ ырă ĕçсем тăвар. Хамăр тунă усал ĕçсем хыççăн кайса чуна çухатар мар. Чуна çухатсан, эпир ăна нимĕн парса та хăтараймăпăр! Аминь.