Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.09.15 Тури Чакă ялĕнче пурăнакан Петр Николаевич Попов 90 çул тултарчĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Петр Николаевич Попов тăхăрвунă çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе Аслă Чемен ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев Раççей Президенчĕн тата Патăрьел район администрацийĕн салам çырăвĕсене тата парнисене парса хисеп турĕ, нумай çул хушши пурăнма сывлăх сунчĕ.

Петр Николаевич Тури Чакă ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вăрçă вăхатĕнче çамрăк ачасем ял хуçалăхĕнчи пĕр ĕçрен те ютшăнса тăман. Петр Николаевич та ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Лашапа вăрман кăларнă çĕрте тăрăшнă, колхозра тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă. Яшлăх çулĕсем çитсен Петр Николаевич Тури Чакă хĕрĕпе Мария Николаевнăпа çемье çавăрнă. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă.

Паянхи кун Петр Николаевич ывăлĕн çемьипе пурăнать. Тăхарвунă çулта пулсан та ларса тăрас темест, кил-çурт таврашĕнче тăрмашать. Хăна-вĕрле пуçтарăнсан кăмăлĕ тулать, ачисемпе мăнукĕсемпе савăнать.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика