Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.11.09 Сан çыннусем çаксем, район: Рауза аппана çулсем иртни хурлăх кỹмест

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Тутар Сăкăтĕнчи Насибулловсен килне çак кун ирпе-ирех хăна-вĕрле пуçтарăнчĕ. Кун валли сăлтавĕ те пысăк. 90 çул тултаракан Рауза Шигабутдиновна ĕç ветеранне тата тыл паттăрне чыс та хисеп тума çывăх тăванĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ М. Хакимов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн специалист-эксперчĕ Л. Базманкина та хутшăнчĕç. Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă Рауза аппан пурнăçĕ яланах шурă кулач çисе иртмен. Ĕç ветеранĕн ĕмĕрĕ ытти çĕршер ватăсенни пекех хурапа шуррине черетленипе сыпăнса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятран çырнă Тав çырăвĕнче те тыл хастарне çĕр-шывшăн йывăр вăхăтра ырми-канми тăрăшнăшăн, йывăрлăхсене парăнманшăн чи ăшă сăмахсемпе саламланă.

- Сирĕн пархатарлă та ырă ĕçĕр ыттисемшĕн тĕслĕх пулса ламран-лама куçса пырĕ. Тата нумай-нумай çул эсир ачăрсене, мăнукăрсене савăнтарса пурăнăр,- терĕ Равиль Фарахутдинович ялти хисеплĕ çынсенчен пĕрне - Рауза Насибуллована сывлăх, çемьере ăнăçу суннă май.

Чылай чухне пирĕн ăс-тăнра çак ватă хĕрарăм евĕр çынсем туяллă, çĕр çумне пĕкĕрĕлнĕ, куç вăйĕ чакнă, хăлхи те мăкалнă паллăсемпе пулмалла пек. Рауза аппана вара çулсем иртни чăнах та хурлăх кỹмест. Вăл паян та темиçе çул каяллахи пекех чип-чипер, сăпайлă, ĕçчен... "Çынна усал туман çын сăнпа та, чунпа та ватăлмасть. Мухтав Турра, 32 çул фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлесе те ял çыннипе сас хăпартса калаçса курман. Тĕрĕссипе, пирĕн çемьере те çак ырă йăла тĕп вырăнта...",_ ман шухăша вуланă пекех калаçăва пикенчĕ кинемей.

Хальхи вăхăтра карчамас (ун пек калас та килмест) икĕ ывăлĕнчен пĕринпе _ Минзагит çемйипе _ пурăнать. Мансур вара Мускавра тĕпленнĕ. Юратнă амăшне, асламăшне юбилей ячĕпе саламлама вĕсем те çемйипех килнĕ. Пăрчăкан пек кинĕсем хăнасем умĕнче тапăртатса çеç тăраççĕ. Ахальтен мар иккен вĕсене хуньямăшĕ "манăн кинсем те, хĕрсем те" тесе хакларĕ.

Пурнăçри самантсене куç умне кăлармалли пайтах хĕрарăмăн: вăл вунă çултах аслисемпе тан хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ, шăмшакĕ хытса çитичченех вăрман касма, çул тума çỹренĕ, тырă вырнă, кĕлте тунă... Мăшăрпа пурăнма пикенсен те (шел, 40 çул каяллах вăл çĕре кĕнĕ) йывăрлăхсене самай парăнтарма тивнĕ. Каярахпа медпунктра ĕçленĕ чухне хуçалăх витисенчи выльăх айсарăмне пуçтарса кăмака хутнисем те пулнă. Эмел илме вара район центрне 30-35 çухрăм çуран танкканă: çумăр çăвать е çил-тăман _ хушнă ĕçе пурнăçланă ялан. Пысăк çемьере ỹссе çитĕннĕ пулин те, амăшĕ вĕсене кашни ĕçе тĕплĕ те типейлĕ пурнăçлама хăнăхтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăк чухне весовщикре, звеньевойра тăрăшнă тапхăрта вăл пысăк хисеп çĕнсе илме пултарнă.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси чăнах та уй урлă каçасси çеç мар. Тутар Сăкăтĕнчи Рауза Шигабутдиновна çулне кура мар ĕмĕчĕпе çунатлă пулни чăнах та тĕлĕнтерчĕ. 90 çулхи ветеран шăрçалакан сăвă йĕркисем кашни çынна шухăша ячĕç. Вĕсенче вара шăпах унăн пурнăç саманчĕсем "тĕрленнĕ": йывăр ачалăх, хăрăшă выçлăх, юнлă вăрçă кунĕсем, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăр...

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика