Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.07.24 Мария Антоновна Антонова 90 çулхи юбилейне паллă тăвать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, ытарайми ырă кăмăллă Антонова Мария Антоновна çак кунсенче 90 çул тултарать.

Сумлă юбилей ячĕпе районти социаллă хÿтлĕх пай пуçлăхĕ Наталия Петровна Никитина Раççей президенчĕн, район администрацин Рудольф Селивановăн парнипе салам çырăвĕсене парса чысларĕ. Ял администраци специалисчĕ Альбина Семенова, хĕрарăмсен совечĕн членĕ, библиотекарь Людмила Ежова саламларĕç. Нумай хура–шурне тÿсме тивнĕ хисеплĕ ватăна сывлăх сунчĕç.

 Антонова Мария Антоновна 1927-мĕш çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче йышлă çемьере çуралнă.

Çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн хĕр ачана хаяр вăрçă пынă май малалла ăс пухма май килмен. Çемьере чи асли пулнă май мĕнпур йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Çамрăк хĕрача нимрен те хăраса тăман. 1942 çулта хĕрсем Челябинскине кайма пуçтарăннă. Йывăр ĕç иккенне пĕлсе нумайăшĕ поезд çинчен сике-сике юлнă, хăшĕ-пĕри аманнă, вырăна çитсе выçăпа вилекенсем те пулнă. Мария Антоновна та юлташ хĕрĕсемпе пĕрле тарнă, унтан Свердловскине кайнă. 1943 çулта районтан 150 яхăн хĕрачапа пĕрле Маня аппа вербовкăпа Мускава вăрман касма, торф кăларса типĕтнĕ çĕре кайнă. Çуркунне кайса çанталăк сивĕтсен çеç яла килнĕ. Унта та выçлăх хуçаланнă. Çырла çие-çие шыçăнса кайни те, тип çу турттарса килекен вакунсене пушатнă май выçăлла тип çу ĕçсе чирлесе кайни те пулнă. Çамрăк Мария çавăн пек 1947-мĕш çулхи октябрь уйăхĕччен Мускава çÿренĕ.

1948-мĕш çулта куршĕ ял каччипе Сергей Павлович Антоновпа паллашса çемье çавăрнă.

Мария Антоновна ялта колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Сергей Павлович вара малтан колхоз, ял совечĕн ертÿçи, кайран агроном пулса ĕçленĕ. Мăшăрланса икĕ ачаллă пулсан Шупашкара вĕренме те кайнă. «Мăшăр çапăçусене хутшăнса пысăк çухатусене тÿснĕ вăхата яланах аса илетчĕ. Ĕçре те хастарлăх кăтартма тăрăшатчĕ. Кукурус çитĕнтерессипе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Мускавра ВДНХра чысланă. Ĕçре çывăх юлташсем пулăшса, ăнланса пĕрле ĕçленĕ», - аса илет Мария Антоновна. Шел пулин те мăшăрĕ 1972 çулта, 49 çула çитсе, йывăр сурансене пула çĕре кĕнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе (24 çул пĕрле пурăннă) 7 ача – 4 ывăлпа 3 хĕр çуратса ÿстернĕ. Пурте çĕршыва юрăхлă çынсем – стройкăра, вăрман ĕçĕпе тăрăшса, çĕвĕç енĕпе палăрни те пур. Шупашкартан пуçласа Мускав, Питĕр, Кострома хулисенче, Пушкăрт республикинче тĕпленнĕ. Петр ывăлĕ вара, тĕп килте, йăха малалла тăснă. Çамрăкранах колхозра водитель пулса тăрăшнă, кайран вара-тĕп инженер. «Çав тери йĕркеллĕ, тирпейлĕ, ĕçри дисциплинăна юратакан ывăл çитĕнтернишĕн, ашшĕ пек пулнишĕн савăнаттăм. Шел ачан та ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ» – хурланса аса илет Мария Антоновна. Ывăлĕ те Петр Сергеевич тĕслĕхлĕ çын, ял совечĕн депутачĕ пулнă.

Маня аппа вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăха тÿссе ĕçпе пиçĕхнĕскер юрра-ташша пит ухата пулман. Ватлăхра ял пурнăçĕ, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа сăнласа паракан, çемье ыйтăвĕсене хускатакан кĕнекесене чылай вуланă. Ял библиотекинче «Чи ватă вулакан» ята та тивĕçнĕ.

Паянхи кун кинĕпе Ираида Александровнăпа пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать Маня аппа. 6 ачипе, вĕсен мăшăрĕсемпе, 13 мăнукпа савăнать вăл. Мăнукĕсен ачисем тата вунпĕрĕн. Пурте пĕрле тăтăшах пуçтарăнаççĕ, пĕр пÿрт туллиех. Шел, хаяр вăрçа хутшăнса хастарлăх кăтартнă мăшăр тата ывăлăм çак кунпа киленеймерĕç. Савăнса çеç пурăнмаллаччĕ те …», - куçсульне пытармарĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа иртнĕ кунсен савăнăçлă та хурлăхлă саманчĕсене аса илнĕ май Мария Антоновна Антонова.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика