Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Брусова Галина Федоровна Брусова- кандидат педагогических наук

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Юхмапа Пăла тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хуракан ентешсем пур. Çавсенчен пĕри _ Г. Брусова. Галина Федоровна 2015 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче ятлă-сумлă çемьере çуралнă. Ашшĕ _ Логунов Федор Федорович _ инженер-механик, амăшĕ, Елизавета Семеновна, кĕçĕн классене вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Галина Федоровна ачалăхĕ çав вăхăтрисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: хĕлле шкула чупнă, çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра вăй хунă, аслисене ĕçре пулăшнă. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра çамрăк хĕр чăваш чĕлхипе литературипе интересленме пуçлать, хайлавсем çырма тытăнать. Çак çулсенче вăл район, республикăри "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ" хаçачĕсене шкулпа колхоз ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕске хыпарсем ярса парать.

Шкултан вĕренсе тухсан директор çумĕ Ф. Карягин Галина Федоровнăна чĕнсе илет те вăхăтлăха А. Хитров учитель вырăнне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пăхма ыйтать. Вăл шаннипе ентешĕн пултарулăхĕ ỹссе пынă. Çамрăк ачасемпе ĕçлеме вăхăтне те, вăйне те шеллемен. Çакăн чух çирĕпленнĕ пулĕ те ĕнтĕ çитĕнекен ăрупа ĕçлес туртăм. Ачасене пĕлỹ, ăс панинчен лайăххи ним те çуккине, вĕрентекен профессийĕн кирлĕлĕхне туйса, ăнланса илнĕ.

Çакăн хыççăн ăна тỹрех район хаçатне корректор пулса ĕçлеме чĕннĕ. "Авангардри" çулсем те усăсăр иртмен. "Хаçатра ĕçленĕ вăхăт мана нумай енчен туптарĕ, çынсемпе хутшăнма вĕрентрĕ", _ тет Галина Федоровна. Хаçат эрнере виçĕ хут тухнă пирки Н. Фомин редактор хăйĕн ĕçтешĕсене пĕрре те пушă ларма паман, тĕрлĕ яла командировкăсене кайса материалсем хатĕрлеттернĕ, çирĕп ыйтнă. Çапах та ĕçри хутшăнусем ăшă пулнă. В. Киданов редактор çумĕ, В. Мальцева çырусен, А. Плешков ял хуçалăх пай пуçлăхĕсем, А. Салмин яваплă секретарь Галина Федоровнана вĕрентсе, пулăшса пынă. Çакăнта ĕçленĕ вăхăтра 1975 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне заочно вĕренме кĕрет.

Унтан Алманчăри вăтам шкула учитель пулса ĕçлеме куçать. Кунта вăл вăхăтра тĕрлĕ çĕртен направленипе килнĕ çамрăк учительсем нумай ĕçленĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен нумай вĕреннĕ, пĕр-пĕрин урокĕсене итлеме çỹренĕ. Ачасемпе тĕрлĕ уява хатĕрленнĕ, ялсем тăрăх концертсемпе, спектакльсемпе тухнă, кружоксем йĕркеленĕ.

Ун чухнехи шкул директорĕ В. Васильев тата унăн мăшăрĕ Раиса Ильинична çамрăксемшĕн чи çывăх çынсем пулнă. Вĕренỹри йывăрлăхсене çеç мар, пурнăçри кăлтăксене çĕнтерме те пулăшнă, вăй парса тăнă. Ку вăхăтра шкул коллективне пур енĕпе те лайăхпа асăннă.

Галина Федоровна хăйне пулăшнă çынсене ырăпа çеç аса илет. Вĕсен хушшинче ĕçлени вĕрентекен пур енлĕ пултаруллă, пысăк пĕлỹллĕ пулмаллине туйма пулăшнă. Кунта Г. Логунова 3 çул ĕçлет. Ăна 3 курс хыççăн очный уйрăма 4 курса куçараççĕ. Çĕнĕ юлташсем тупать, вĕсемпе туслашать хĕр. 1980 çулта университетран вĕренсе тухать. Ăна Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас ялне ĕçлеме яраççĕ. Кунта 1984 çулччен вĕрентет. Вăл пĕлỹ панă ачасенчен виççĕн тỹрех чăваш чĕлхипе литература учителĕ профессине суйласа илеççĕ. Çакă мар-и-ха вĕрентекенĕн телейĕ? Кунта Галина Федоровна хăйĕн пулас мăшăрне, Николай Брусова тĕл пулать, çемье çавăрса вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнма тытăнаççĕ.

Ывăлĕсем кăштах çитĕнсен вăл вĕрентỹ институтĕнче ĕçлеме пикенет. 1994 çултанпа педагогика университетĕнче студентсене чăваш чĕлхи меслетлĕхне вĕрентет. Диссертаци хатĕрлесе çитерет, ăнă ăнăçлă хỹтĕлет.

Галина Федоровна шкул ачисем валли те, студентсем валли те чылай кĕнеке кăларать. Çак хушăра 80 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ, вĕсенчен 30-шĕ вĕренỹ кĕнекисемпе методика пособийĕсем.

Н. ОСИПОВ, доцент

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика