Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.25 Воин-афганеца асӑнса – турнир

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Афган вӑрçи пӗтни 26 çул çитрӗ пулин те унӑн суранӗ паянхи кун та çынсен пурнӑçӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ

Треньелӗнчен çак вӑрçа 5 хутшӑннӑ. Пурне те каялла çавӑрса килне турри пулӑшнӑ. Анчах та пурнӑçри хурапа шурӑ черетленсе пынине пула Станислав Эльмуков пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Воин-афганеца асӑнса Треньелӗнче кӑçалхипе виççӗмӗш хут турнир иртрӗ.

Турнира ирттерме Чӑваш Республикинчи Раççейри Афганистан ветеранӗсен союзӗ, афган вӑрçин ветеранӗсем, Треньелӗнчи шкул-сад коллективӗ, ял совечӗ, турнира пуçласа яраканӗ, афган вӑрçин ветеранӗсен союзӗн членӗ, пӗр класра вӗреннӗ Петр Логунов, Станислав Эльмуковӑн тӑванӗсем пулӑшрӗç.

Чи малтанах шкул спортзалне Славикӑн тӑванӗсем, пӗрле вӗреннисем, юлташӗсем, ял халӑхӗ, вӑрçӑра пӗрле пулнисем, шкул ачисем, Шупашкартан тата Патӑрьелӗнчен ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пуçтарӑнчӗç.

Турнира уçнӑ çӗре район пуçлӑхӗ Рудольф Селиванов, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Константин Михеев, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен военкомӗ Петр Иванов, шкул директорӗ Ирина Кошкина, Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ Валентина Алексеева, Петр Логунов, Олег Мишуткин афганецсем хутшăнчĕç.

Треньелĕнчи шкул-садра ăс пухакан ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

С.Эльмуков пурăннă çурт умне тата унăн вилтăприйĕ çине венок тата чĕрĕ чечексем хучĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем Треньелĕнчи спорт залĕнче иртрĕç.

Волейболла выляма кăмăл тăвакансем 6 команда пуçтарăнчĕç. Ачасем хушшинчи командăсенчен Треньел команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ыхра çырми команди - 2-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш класс ачисен команди 3 вырăна йышăнчĕç. Аслă çулхисем хушшинче пограничниксен команди чи вăйли пулчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене афганецсен тата ГДРта хĕсметре тăнисен обществин командисем пайларĕç.

Автомат сÿтсе-пуçтарассипе çамрăксенчен чи маттурри Федор Портнова çитекенни пулмарĕ. Вăл 37, 5 çеккунтра автомата сÿтсе-пуçтарчĕ. Иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Илья Думилин, 3-мĕш – Сергей Положин (Треньел) пулчĕç. Аслă çулхисем хушшинче Василий Козлов (Туçа), Вячеслав Портнов (Треньел), Михаил Харитонов (Ишек), малти вырăнсене пайларĕç. Хĕрарăмсем те автомат сÿтсе-пуçтарма пултарнине кăтартса пачĕç. Елена Галкина, Полина Логунова, Елена Сорокина арçынсенчен пĕрре те кая юлмарĕç.

Шашкăлла выляма кăмăл тăвакансем чи нумаййи пулчĕç. Пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таранах шашка вăййине выляма юратнине кăтартса пачĕç. Çапах та вăйлинчен вăйли пурах. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем хушшинче малти вырăнсене Павел Паймин, Рома Никитин тата Сергей Положин, хĕр ачасенчен Анита Семенова, Софья Раськина пайларĕç. Вăтам классенче вĕренекен хĕр ачасенчен Степанова Диана, Степанова Алена, Журавлева Мария палăрчĕç. Арçын ачасенчен Давид Пчельников, Максим Галкин, Александр Кошкин вăйлисем пулчĕç. Аслă çулхисенчен – хĕрарăмсен хушшинче: Елена Мидюкова, Валентина Пчельникова, Наталия Никитина, арçынсен хцушшинче; Вячеслав Портнов (Треньел), Михаил Харитонов (Ишек), Николай Зайцев (Шупашкар) малти вырăнсене пайларĕç

Эльмуковсен çемйи ячĕпе Елена Галкина тухса калаçрĕ. Турнира ирттерме пулăшакансене тав турĕ, пиччĕшĕн ятне манманшăн тата 50 çул тултарнă ятпа Петр Логунова тата Анастасия Лимкинана парне парса хавхалантарчĕ.

Уявăн иккĕкмĕш пайĕ çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Асаилÿпе юрă саманчĕсем пĕр-пĕринпе черетленсе пычĕç. Ӳссе пыракан çамрăксенче патриотизм туйăмне хускатасси çакăн пек мероприятисенче питĕ уççăн курăнать.

Шупашкартан килнĕ хăнасене – воин-афганецсене - Полина Логунова районти туризм вырăнĕсемпе паллаштарчĕ, çав вырăнсене пĕрле çитсе курчĕç. Хăнасем тулли кăмăлпа каялла кайрĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика