Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.02.22 Треньелĕнчи мини-футбол турнирĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Юлашки çулсенче спорта аталантарасси малти вырăна куçрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак çул февралĕн 21-мĕшĕнче Треньелĕнчи стадиона халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Александр Тихонович Краснов ячĕпе иртекен мини-футбол турнир кăçал 14 хут иртрĕ. Унта Шăмăршă, Шупашкар, Йĕпреç, Патăрьел районĕсенчен пурĕ 10 команда пуçтарăнчĕ.

Турнира ялти шкул-cадăн спортзалĕнче чыслă лару-тăрура уçрĕç. Чи малтанах Александр Тихоновичăн тус-юлташĕсем, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, хамăр ентеш, академи наукисен кандидачĕ Лев Кураков, «Исток» агрофирма ертÿçи Александр Илюткин, Йĕпреç район пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Треньелĕнчи шкул-сад директорĕ Ирина Кошкина, Ыхра Çырминчи вăтам шкул директорĕ Мансур Сайдашев тата ытти килнĕ хăнасем тухса калаçрĕç, Александр Красновăн ырă ĕçĕсене асăнса хăварчĕç.

«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Краснов ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ, пурне те çĕнтерÿ сунчĕ.

Малалла вăйă ял çумĕнчи стадиона куçрĕ. Кунта кунĕпех хаваслă шав тăчĕ. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем пурне те вĕри чейпе тата икерчĕпе хăналарĕç. Шкул столовăйĕнче кашниех вĕри апат çисе сăйланма пултарчĕ.

Чи çивĕч те хĕрÿ кĕрешÿре яланах вăйли çĕнтерет. Турнирăн куçса çÿрекен кубокне тата чи пысăк парнине – такана – Патăрьел команди çĕнсе илчĕ. Треньелĕнчи çамрăксен команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Картлашкан виççĕмĕш пусăмĕ çине Шăмăршă районĕн «Карабай» команди çĕкленчĕ. Пĕлтĕрхи кубок хуçи, Шупашкарти «Стоматолог» команда, кăçал çĕнтерÿçĕсен ретне лекеймерĕ.

Çавăн пекех чи маттур та пултаруллисене те палăртса хăварчĕç. «Чи лайăх тапăнакан» ята Треньел командинчи Иван Шуворов, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» - «Карабай» командăри Дмитрий Петров, «Чи лайăх вратарь» - «Батырево» командăри Иван Сейфуллов тивĕçрĕç.

Хăнасем пушă алăпа килмен. Александр Тихоновичăн хĕрĕсем шкул тата садик ачисем валли парнесем, Михайловсемпе Терентьевсен çемйисем Патăрьел питомникĕ директорĕ валли Владимир Барышникова çак турнира ирттерме ялан пулăшнăшăн сысна çури хатĕрленĕ.

Спорт мастерĕн Ирина Юмановăн аппăшĕ Оксана Петровна Треньел командине футбол мечĕкĕ парнелерĕ.  

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика