Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Участница Великой Отечественной войны Марина Федотовна Ванькова

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннисенчен пирĕн ялтан пĕр хĕр- Марина Федотовна Ванькова çеç... Хаяр вăрçă пуçланас умĕн Çĕрпỹри фельдшерсем хатĕрлекен шкултан, сывлăх сыхлакансен ăсталăхне ỹстерекен Хусанти курсран вĕренсе тухса медицина специальноçне илни ăна пурнăç тăрăшшĕпех кирлĕ пулнă.

1941 çулта, вăрçă пуçлансан тепĕр куннех, вăл пĕрремĕш патриотсемпе фронта тухса кайнă,827-мĕш артиллери полкĕн çар фельдшерĕ пулса тăшманпа çапăçнă. Калинин, Брянск, Волхов фронтĕнче хĕрлĕармеецăн çăмăл мар шăпине астивнĕ. Марина Федотовна 1943 çулхи октябрь вĕçĕчченех аслă вĕрмансемпе, вăрçа пула çунса кĕлленсе юлнă ялсем витĕр иртекен вăрçă сукмакĕсемпе утма тỹр килнĕ. Çав вăхăтрах темĕнле йывăрлăхсене те тỹссе ирттерме тивнĕ. Çапах та нихăçан та нăйкăшман, шăла çыртнă та чăтнă. Медицина сестри яланах кăмăллă та сăпайлă, тăрăшуллă пулнă. Çĕнтерỹ туйăмне пĕр самантлăха та çухатман. Çапăçу хирĕнче е лазаретра- аманнисене çийĕнчех медицина пулăшăвĕ панă. Эмел сахал е пачах çук вăхăтра та çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла калаçса сурансене вăхăтлăха та пулин çăмăллатма тăрăшнă.

1944 çулхи январьте Марина Федотовна сывлăхĕ хавшанипе çартан киле таврăннă. Медицина службин лейтенантне çав уйăхрах Первомайск район Совечĕн сывлăха сыхлас уйрăмĕн заведующийĕ пулма суйласа лартаççĕ. Ун хыççăн Первомайскинчи амбулатори заведующийĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Вăл 35 çул сывлăх хуралĕн шанчăклă салтакĕ пулса хастар ĕçленĕ. Кунне- çĕрне уяса тăман шурă халатлă медицина ĕçченĕ. Хăйĕн ĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçланă. Унăн сукмакĕпе паян Вера хĕрĕ танлăн утать. Амăшĕ пекех çак йывăр професссине алла илнĕ. Тепĕр икĕ Ывăлĕ те çемье çавăрни тахçанах ĕнтĕ. Паян вĕсем хăйсен ачисене юратнă амăшĕн ырă та пархатарлă ĕçĕсем, вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ, мирлĕ тапхăрти хастарлăхĕ пирки каласа параççĕ. Ун çинчен сăмах пуçарсан, çăмхи сỹтĕлсе çеç пырать. Пур енĕпе те тивĕçлĕрен çапла ĕнтĕ вăл. Шел, вĕсем пирки ветаран хăй чĕлхипе каласа параймасть. Икĕ çул каялла вăл пиртен уйрăлса кайрĕ.

Н. Тельцов ( районная газета "Авангард")

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика