Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Участник Великой Отечественной войны Г.Ф.Мулюков

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР çутĕç отличникĕ, Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх ăсчахĕ Геннадий Федорович Мулюков

1926 çулхи ноябрĕн 30 мĕшĕнче Тури Туçара хресчен çемйинче çуралнă 1941 çулта 7 класс пĕтернĕ. 4-мĕш, 5-мĕш, 6-мĕш, 7-мĕш классенче лайăх вĕреннĕшĕн мухтав грамотисене тивĕçнĕ. Вăрçă пуçлансан колхоз правленийĕ счетовода вĕренме янă, комсомола кĕнĕ. 1942-43 çулсенче Чкалов ячĕллĕ колхоз счетовочĕ , ялти комсомол организацийĕн секретарĕ, "Колхозник Чувашии" ятлă танксен колоннине тума 15 пăт тырă панă. 1943 çулхи ноябрьтен пуçласа 7 çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. Аслă Отечествăлла вăрçăн участникĕ. 1-мĕш Дальневосточнăй фронтра Японии империалисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнăшăн Верховный Главнокомандующийĕ И.В. Сталин благодарноçне илме тивĕçнĕ. "За боевые заслуги" , "За освобдждение Кореи", " За победу над Японией" медальсемпе, "Отечественнăй вăрçă" рденпа наградăланă. 1951-1952 çулсенче Туçарии вăтам шкулта счетовод пулса ĕçленĕ, экстерн йĕркипе вăтам пĕлỹ илнĕ, икĕ çул Канашра учительсен институтĕнче вĕреннĕ, 1954-1959 çулсенче Туçари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ, парти организацин секретарĕ. 1959-1964 çулсенче "Гвардеец" кохозри парти комитечĕн секретарĕ. 1960 - Пĕтĕм Союзри пĕлỹ обществин правленийĕ Хисеп грамоти панă. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти. 1964 - çулхи августранпа Туçари вăтам шкул директорĕ.

1965 - Чăваш АССР Çутĕç министерствин Хисеп грамоти.

1966 - Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă

1967 - "Аслă Çĕнтерỹ 20 çул" юбилейлă медаль. Совет влаçĕ 50 çул тултарнă ятпа Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

1968 - Приволжский Çар округĕн командующин Хисеп грамоти. "Раççей Федерацин çутĕç отличникĕ" ят панă. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти. "Совет Çарне - 50 çул" юбилейлă медаль.

1969 - Пĕтĕм Союзри "Пĕлỹ" обществин Правленийĕн Хисеп грамоти. РСФСР Çутĕç министрĕн Хисеп грамоти.

1970 - В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилейлă медаль. "Аслă Çĕнтерỹ 25 çул тултарни" юбилейлă медаль.

1971 - "Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă.

1972 - Чăваш АССР Çутĕç министерствин Хисеп грамоти.

1973, октябрь 13 - Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхоз председательне суйланă.

1974-_ "Çĕшыври социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак.

1975 - "Аслă Çĕнтерỹ 30 çул" юбилейлă медаль. ВДНХ кĕмĕл медаль. "Çĕршыври социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак.

1976 - РСФСР педагогика обществин Тĕп Совечĕн Хисеп грамоти. ВДНХ бронза медаль. "Çĕшыври социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак. КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти. "Хисеп палли" орден.

1977 - ВДНХ ылтăн медаль. "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕн Хисеп грамоти. "Чăваш АССР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

1978 - "Совет Çарĕ 60 çулта" юбилейлă медаль. Пĕтĕм Союзри "Пĕлỹ" обществин правленийĕн дипломĕ. "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак.

1979 - ВНИИССОК институт Хисеп грамоти. "Çĕшыври социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак.

1980 - ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти. "Çĕшыври социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знак.

1981 - Мире сыхлакан комитетăн Мухтав грамоти.

1982- Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти.

1983- ДСО "Урожай" обществăн Тĕп Совечĕн Хисеп грамоти. "Ветеран труда" медаль.

1985 - КПСС обкомĕ, Верховнăй Совет Президиумĕ, Чăваш АССР министрсен Совечĕн тав çырăвĕ. "Аслă Çĕнтерỹ 40 çул" юбилейлă медаль.

1985-1992 - Туçарии вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ, колхозăн халăх музейĕн директорĕ.

1956-1986 - Туçа ял Совечĕн депутачĕ.

1975-1986 - Патăръел район Совечĕн депутачĕ.

1980-1985 -_ Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ.

1960-1985 - КПСС Патăрьел райком членĕ.

1980-1984 - КПСС Чăваш обкомĕн членĕ.

1996 - Чăваш тавра пĕлỹçисен пĕлĕхĕ халăх ĕçченĕ чыслă пулнăшăн "Чăваш халăх ăсчахĕ" ят панă. Запасри майор.

Пенсие тухнă хыççăн Ордена Ленина колхоз "Гвардеец", "Книга памяти колхоза "Гвардеец", "Откуда мы", "Родники нашего богатства", "Гвардеец меняет курс", "Пирĕн ял", "Пирĕн ял культури", "Дела и люди Гвардейца" кĕнекесем çырнă. Мăшăрĕ Елена Васильевна Туçари вăтам шкулта 40 çул ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентнĕ, "РСФСР çутĕç отличникĕ", "Ĕçре палăрнăшăн медаль", ĕç ветеранĕ. Вĕсем 4 ача çитĕнтернĕ: Светлана - учительница, Галина - врач, Надежда - экономист, Валентина - воспитательница.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика