Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Батыревского района Н.Глухова с Днем знаний

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Хисеплĕ учительсем, вĕрентĕвĕн ĕçченĕсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Хисеплĕ ачасем тата ашшĕ- амăшĕ!

Сире Пĕлỹ кунĕ ячĕпе - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа - чĕререн саламлатăп!

Çак кун пуриншĕн те хаклă: ачасемшĕн та, çитĕннисемшĕн те. Кашни çыннăн пурнăçри çитĕнĕвĕ шкултан пуçланнă. Ачалăхра тата çамрăк чух илнĕ пĕлỹпе хăнăху - пурнăç тăршшĕпех пирĕнпе пĕрле.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк пĕлỹллĕ тата пултарулăха тĕпе хурса ĕçлекен вĕрентекенсене, Аслă Арапуçĕнчи ача садне, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пĕрремĕш шкула Раççей Президенчĕн тата Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕсемпе премийĕсене тивĕçрĕç. Патăрьел районĕшĕн пулас 2008 - 2009 вĕренỹ çулĕ те вĕрентỹ тытăмĕнчи çĕнĕ, ырă улшăнусемпе çыхăннă. Çав шутра халь хăпартакан Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан çĕнĕ шкул зданийĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне ỹстерсе пыма та нумай тăрăшатпăр: шкулсем тĕрлĕрен хатĕр кабинетсемпе пуянланчĕç, çĕнĕ сĕтел - пукан, шкул столовăйĕсем валли оборудовани, илемлĕ литература тата вĕрентỹпе методика кĕнекесем.

Вĕрентỹ учрежденийĕсем инновации никĕсĕ çинче ĕçлени, компьютер класĕсем нумайланни, шкул автобусĕсем туянни, профильлĕ классем уçни - пурте паянхи кун пурнăçласа пыракан ĕçсем.

Шансах тăратăп: çутă уяв _ пĕлỹ кунĕ _ сирĕнтен кашнине пĕлỹ илессипе тата пĕр - пĕринпе хутшăнассипе çыхăннă савнăç туйăмне парнелĕ.

Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, шухăш - кăмăл çĕкленĕвĕ, тăнăçлăх, ырлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, телей тата юрату сунатăп!

Патăрьел район пуçлăхĕ Н.И. Глухов

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика