Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш юнлĕ, Çеçпел чунлĕ сăвăç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Кунта - ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,

Ху çутупа, таса ăспа çĕнсе,

Ху илемне кăтартрăн...

Ку çеç мар-и,

Эс, халăх кăмăлне, чунне пĕлсе,

Ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн,

Ăна вăй пур таран илем кỹрсе.

Геннадий Айхи

 

 

Чăваш литературинче палăрнă çыравçăсенчен Митта Ваçлейĕн ячĕ - сỹнми хĕвел пек ялкăшса тăракан ятсенчен пĕри. Тăван сăмахлăх ани Миттасăр пушă та кичем пулнă пулĕччĕ.

Василий Егорович Митта 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ çичĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Ачисем вĕренччĕр тесе тăрăшнă. Иккĕшĕ - Ваçлейпе Петĕр - çыравçăсем пулса тăнă.

Илемлĕ литературăна мĕн ачаранпах юратнă çамрăк Митта. Пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех Пушкинпа Гоголь кĕнекисене, М.Федоровăн "Арçури" балладине, К.Ивановăн "Нарспи" поэмине те каçса кайсах вуланă вăл.

1924 - 1928 çулсенче пулас поэт Чĕмпĕрти педтехникумра вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан хамăр республикăн Тикеш, Хутар, Арапуç шкулĕсенче, Патăрьел районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçатра, каярахпа Чăвашрадиоинформаци комитетĕнче, кĕнеке издательствинче, "Тăван Атăл" альманахра вăй хунă. Кĕнеке издательствинче ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври литература институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ.

1925 çулта "Сунтал" журналта Митта Ваçлейĕн пĕрремĕш сăвви "Тăван çĕр-шыв" çапăнса тухнă. Прозăпа çырас ăсталăхĕ те çирĕпленнĕ.

1937 çулта Митта Ваçлейне "халăх тăшманĕ" тесе Çĕпĕре ăсатнă. Тĕрĕс сăмах каланăшăн 17 çул хушши пуç янисен лагерĕнче тертленнĕ çамрăк поэт. Чăваш çĕршывне вăл 1954 çулта çеç таврăннă. Юратнă поэтăмăрăн чĕри 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче тапма чарăннă.

Пурнăçĕнче нумай хĕн-асап тỹснĕ пулин те, поэтăн сăввисенче чунлăх, çынлăх, туслăхпа юрату, тăван чĕлхене, çĕре-шыва, çут çанталăка чунтан савни питех те вăйлăн палăрнă. Сăвăç хăй пурăннă чухне тухнă кĕнекисен ячĕсем те ку тĕлĕшĕнчен кăтартуллă, "Кăмăл" (1932), "Такмаксем" (1934), "Кăмăлтан" (1956). Поэт вилнĕ хыççăн "Шухăшăмпа кăмăлăм" (1959), "Думы мои, мечты мои" (1976), "Кĕрхи илем" (1978), "Çак юрра эп ахаль мар юрларăм" (1990) кĕнекисем кун çути курнă. 2004 çулта "Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи" икĕ томпа тухнă. Пĕрремĕш кĕнекинче сăмах ăстин поэзийĕ, иккĕмĕшĕнче унăн прози пичетленнĕ. Иккĕмĕш томне Митта Ваçлейĕн "Кун кĕнеки" очерксен пуххине те кĕртнĕ. Хăй тунă ĕçĕн, курнă-илтнĕ япалан пĕлтерĕшне, тупсăмне тишкерсе пĕтĕмлетесси - Митта кун кĕнекин паллă уйрăмлăхĕ.

Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ чăваш поэзине, куçару ĕçне тата публицистикипе критикине аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах ăсти А.Пушкинăн "Борис Годунов" трагедине, М.Горькин "Фома Гордеев", "Окуров хули" хайлавĕсене, Л,Кассилĕн "Аслă хирĕçтерỹ" романне, Г.Гейне, Г.Лонгфелло, А.Кунанбаев, М.Джалиль çырнисене чăвашла куçарнă, Л.Толстойăн "Вăрçăпа мир", Н.Чернышевскин "Мĕн тумалла.", Н.Островскин "Тăвăлпа çуралнисем" кĕнекисен сыпăкĕсене куçарма хутшăннă.

Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков Митта Ваçлейĕ çинчен çапла каланă, "Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман".

 

"Тайăр" поэмăран

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк - çутăрах çунма.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс - шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кỹрен.

Сỹнсе кĕлленнĕ кăмрăка,

Вут кайăк сывлăшĕ кĕртен.

Хыпса çунан çĕршывăма,

Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.

Хĕвел хĕм панă сывлăма

Мана та пĕр тумлам сыптар.

Сĕткенỹпе шăварăнса

Шаланкă евĕр çĕкленем.

Çỹлте çуйхавлăн ярăнса

Этемшĕн савăнăç чĕнем.

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика