Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.11.14 Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Кивĕ Ахпӱрт шкулĕнче пулчĕҫ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Чӱк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кивĕ Ахпӱртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӱ паракан  шкулта «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче  ҫĕнĕ  вĕрентӱ  технологийĕсемпе  усă  курасси» темăпа районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ канашлăвĕ   иртрĕ.

Семинара  килнĕ  вĕрентекенсене шкул ачисем ăшшăн  кĕтсе илчĕç, илемлĕ сăвă-юрăпа   саламларĕç.

Шкул директорĕ Алексей Логунов иртнĕ ҫул шкула ятарлă программăпа тĕпрен юсаса ҫĕнетнине,  вĕренӱ условийĕсем  хуларинчен пĕрре те кая маррине пĕлтерчĕ,  шкулпа паллаштарса  экскурси йĕркелерĕ.                                                                                                                         

Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем  ҫак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен  Марина Табакова ирттернĕ уçă урока пăхрĕç, ăна тивĕҫлипе хакларĕҫ. Учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç.   

Семинара районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн председателĕ  Светлана Кулакова йĕркелесе ертсе пычĕ, ҫитес вăхăтра регион шайĕнчи олипиадăн районти тапхăрне тивĕҫлĕ хатĕрленсе ирттерсе ярасси ҫине тимлĕх уйăрчĕ, пултаруллă ачасемпе малтанах ĕҫлеме пуҫламалли ҫинче чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен  вĕрентекенсем  шкул администрацине  мероприятие ирттерсе яма майсем туса панăшăн, Марина Ильиничнăна ҫӱллĕ шайра ирттернĕ урокшăн  тав турĕҫ.

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика