Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.04.28 Патăрьелсем - республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль çĕнтерÿçисем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

          Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивале ирттерчĕ.  

Фестивалĕн республика тапхăрне районта/хулара малти вырăна тухнă ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 400 ачана яхăн тупăшрĕç.

Кăçал фестиваль Шупашкар хулин 2-мĕш пуçламăш шкулĕнче иртрĕ. Тупăшăва хутшăнакансене вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Алевтина Димитриева, «Эревет» пултарулăх ушканĕ (ертÿçи – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов), «Кăмăл» çемье ушкăнĕ (ертÿçи – Дина Кудряшова) саламларĕç.

Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Альбина Юрату, халăх артистки Лидия Попова, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, Чăваш Республикин ташă искусстви федерацийĕн ертÿçи Екатерина Петрова, ЧППУ доценчĕ Николай Осипов, культура институчĕн преподавателĕ Григорий Салюков, паллă технолог, технологипе коммерции техникумĕн преподавателĕ Анастасия Старостина. 

Фестивале Патăрьел районĕнчи шкулсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те  хутшăнчĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерме пултарчĕç.

 Çĕнтерÿçĕсем:

«Сăмах илемĕ» номинацире Упамсари пуçламăш шкулта 1- мĕш класра вĕренекен Пятаков Павел (ертÿçи- Надежда Егорова).

«Чăваш апачĕ» номинацире Первомайски вăтам шкулĕн 3-мĕш класра вĕренекен Белова Анна, Кошелева Кристина, Сергеева Ульяна, Сидоров Филипп (ертÿçи Людмила Николаева).

Призерсем:

«Чăваш ташши» номинацире Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулăн 3-мĕш класри 20 ачаран тăракан ташă ушкăнĕ (ертÿçисем – Алевтина Михайлова, Светлана Сафьянова).

«Янра, чăваш юрри» номинацире Хирти Пикшик вăтам шкулĕнчи 3-4 –мĕш класра вĕренекенсен «Мерчен» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – Людмила Данилова).

     Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ фестивале хутшăннă вĕренекенсене,  кĕçĕн классене вĕрентекенсене, музыка учителĕсене республика  шайĕнчи мероприятире район чысне хÿтĕленĕшĕн тав тăвать, малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ырлăх-сывлăх сунать. 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика