Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.04.24 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018» акци ирттерчĕç.

      Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

     Патăрьел районĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акцине пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç.Диктант текстне хатĕрлекенсем чăваш халăх çыравçи Александр Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ.

    Вăтам тата пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан 13 шкулти  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе районта  пурĕ 538 – ăн, çав йышра вĕрентекенсем 16, ятарлă бланксем çине диктант çырчĕç.

     Первомайски вăтам шкулĕнче 81 вĕренекен, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта пурĕ 80 çын диктант çырнă. Вăл шутра 6 вĕрентекен.

      Çавăн пекех Сăкăт, Туçа,  Чемен, Хирти Пикшик, Ишлĕ Шетмĕ шкулĕсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те диктанта ăнăçлă çырчĕç.

    Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика