Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.02.22 Регионсем шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

2018 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн вырăс тата чăваш филологийпе журналистика  факультетĕнче регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ.

 Олимпиадăн тĕллевĕсем – 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине  лайăхрах вĕренме хавхалантарасси. Республика тапхăрне район тата хула шайĕнче çĕнтернĕ  вĕренекенсем хутшăнчç. Чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлă жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕн тĕрĕслерĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ.  

Туçари  вăтам шкулта 10 - мĕш класра вĕренекен  Николаева Валерия пуринчен те нумай балл пуçтарса  пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ (вĕрентекенĕ – Яковлева Валентина  Петровна).

 Призерсем:  

Иванова Анастасия, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен  (вĕрентекенĕсем – Путякова Наталия Алексеевна, Солдатова Светлана Алексеевна);

 Степанова Диана – Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кулакова Светлана Пантелеймоновна).

  Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ тата информаципе методика центрĕн  аслă методисчĕ Елена Перепелкина республикăри олимпиадăра малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă вĕренекенсене тата вĕсен ертÿçисене - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене -  саламлаççĕ, вĕренÿре тата кулленхи ĕçре çитĕнусем сунаççĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика