Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.02.05 Кăвак çут чаршавне уçнă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

… Чăвашсен ку тарана ҫити упраннă пуянлăхӗ

тата тӗлӗнтермӗшӗ вăл– чӗлхе,юрă ,тӗрӗ

Чăвашсен ҫӗр пин сăмах,ҫӗр пин юрă,ҫӗр пин тӗрӗ…

И.Я.ЯКОВЛЕВ чăваш просветителӗ

Чăваш Патриархĕ Иван Яковлевич Яколев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра "Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп" ятлă выставка уçăлнă. Выставка тăватă пайран тăрать.

"Патриархăн пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕ" ятлă пайра И.Я.Яковлевăн пурнăçĕ, унăн паха ĕçĕ çинчен тĕрлĕ писательсемпе поэтсем хакланине вулама пулать. Уйрăмах çак кĕнекесенче: В.А.Смирнов "Светильник разума", И.Я.Яковлев "Фотографисемпе документсем", Н.Г.Краснов "Иван Яковлев и его потомки" тата ыттисем те.

Иккĕмĕш пайра - "И.Я.Яковлев халалĕ". И.Я.Яковлевăн "Чăваш халăхне панă халалĕ" ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ Чун халалĕ, тăван халăхшăн хыпса çунакан çыннăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ. Чăваш халăхне çутта кăларассипе ырми-канми ĕçленĕ çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса, ăруташсене таса чунлă та мал ĕмĕтлĕ пулма чĕнет, сĕнет, пиллет, ỹкĕтлет тата асăрхаттарать.

Выставкăн виççĕмĕш пайĕ - "И.Я.Яковлев - чăваш халăх педагогĕ" ятлă. Ку пайĕнче тĕп вырăнта - И.В.Мукина çырнă "Яковлевоведени" вĕренỹ пособийĕ. Вăл кĕнекере И.Я.Яковлев шкулĕ, букварĕ, Халалĕ çинчен тĕплĕ çырса кăтартнă. Çавăн пекех "И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ" ятлă кĕнекипе паллашма пулать. Кĕнекене 1948 çулта кăларнă.

Юлашки тăваттăмĕш пайĕ - "И.Я.Яковлев ячĕ - илемлĕ литературăра". Унта пирĕн чăваш писателĕсем Патриарх пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă çак роман-повеçсене, пьесăсене вуласа киленме пулать: Юхма Мишшин "Шарал", "Эткер", Г.Н.Волковăн "Жизнь, смерть и бессмертие Патриарха", А.С.Чебановăн "Боль души".

И.Я.Яковлев 19-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри паллă культура тата çут ĕç деятĕлĕсенчен пĕри пулнă. Вăл чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăха çутта кăларассишĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă. Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп чăваш халăхне ăс-хакăл, культура, экономика енĕпе вырăссемпе, Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсемпе çывăхлатас тĕллевпе тунă ĕçсем калама çук пĕлтерĕшлĕ.

Хисеплĕ вулакансем! Пирĕн выставкăна килсе курăр, эпир сире яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика