Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.09.05 Район юбилейне халалласа

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                                  

     Район юбилейне халалласа Пăлапуç Пашьел шкулĕнчи чăваш чăлхипе литератури кабинетĕнче Светлана Никитина вĕрентекен  «Патăрьел районĕ 90 çулта» стенд йĕркеленĕ.

Кунта ачасем тĕрлĕ материалпа паллашма пултарççĕ. Районти паллă çынсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Юхма Мишши, Николай Исмуков, Ваçлей Давыдов-Анатри , Геннадий Айхи, Ева Лисина, Марина Карягина, Матви Сакмаров, Раиса Сарпи, Галка Ваçлей  тата ытти нумай авторсем  çырнă хайлавсем те, вĕсен портречĕсем те ачасен умĕнчех. «Манăн  тăрăх – çĕр-шыв мухтавĕ» альбом та пуян содержаниллĕ.  Ачасен тавракурăмне аталантарма  пулăшакан Паттăр ен историне  йĕрлекен статьясем те вырăн тупнă кунта.

А. Кокель, Митта Ваçлейĕ,  А. Талвир, В.Ситова, Ф.Ситов, И. Думилин тата ытти нумай ятсем  ачасен чунĕсенче мăнаçлăх туйăмĕ çĕклессе шанас килет.

Район историне çутатакан икĕ томлă энциклопеди вара ачасемшĕн те, аслă ăрушăн та – чи хаклă парне. Патăрьел районĕн символики те  куç умĕнчех.

Шкулта Пăлапуç Пашьел, Сител, Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс ялĕсенчи ачасем вĕреннĕ май çак ялсенчи сумлă çынсем çинчен те  материалсем хатĕрленĕ. «Район историне пĕлни хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ, лайăх вĕренсе тухасчĕ,  пĕр-пĕр професси алла  илсе район аталанăвĕнче сумлă тÿпе  хывасчĕ…», - тесе шутлакан ачасем вара Пăлапуç Пашьел шкулĕнче йышлă.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика