Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.07.11 Вырма çывхарать, комбайнсене юсама ыйтать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Кĕрхи культурăсем аванах çитĕнчĕç, часах вырма та тухма вăхăт. Унччен вара шутра тăракан 77 комбайна ĕççие хатĕрлемелле, çавна май Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ И. Васильев, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ С. Моисеева, райадминистрацин ĕç сыхлавĕшĕн яваплă специалисчĕ Л. Янтыкова ял хуçалăх предпритяийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене графикпа килĕшỹллĕн çитсе тĕрĕслерĕç. Вĕсем утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче "Корма" агрофирмăра, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче пулчĕç.

"Корма" агрофирмăра хальлĕхе пĕр комбайн кăна, анчах çывăх кунсенчех тата тепре туянасшăн. Пуррине пĕлтĕр хĕл каçма тĕплĕн хатĕрлесе лартнă пулнă, ăна юсама пуçăннă. Уй-хир "карапĕпе" А. Яковлев механизатор çỹрет, унăн çакна валли кирлĕ удостоверени пур. Агрофирма директорĕн çумĕ А. Владимиров яваплă тапхăра валли çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклине пĕлтерчĕ.

Комисси членĕсем ĕç сыхлавĕпе кирлĕ документсене те пăхрĕç. Хуçалăхра вăй хуракансемпе инструктаж ирттернине тата рейса тухнă тата килнĕ водительсене медицина тĕрĕслевне тухнине çирĕплетекен журналсемпе, ятарлă кĕтеспе паллашрĕç. Территоринче пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем те пурин куçĕ умĕнче. Р. Вахмистров бухгалтер, вăлах ĕç сыхлавĕшĕн те яваплă, хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни палăрчĕ.

Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче вырмана "АГРОС-580" тата "Енисей" комбайнсем хутшăнмалла, вĕсене хускатса тĕрĕслесе пăхнă. Хăш-пĕр çитменлĕхсем пур, вăй хуракансем вĕсене ĕççине тухиччен пĕтерме шантарчĕç.

 

Вырма инкек-синкексĕр иртсе кайтăр тесен ĕç сыхлавне те пăхăнмалла, техникăна та тивĕçлĕ шайра тытмалла. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине манас марччĕ...

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика