Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.05.06 Манмастпăр вăрçă суранне

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

       

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи  пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ялти, хулари асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем, çемьери е музейри фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырăвĕсем аса илтерсех тăраççĕ. 1418 кун пынă хаяр вăрçă иртнĕренпе 72 çул çитет. 1945 çулхи Çĕнтерÿ кунĕ халăх чăтăмлăхĕнчен, фронтра е тылра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнинчен нумай килнĕ. Çĕршыв чысне, хуласемпе ялсене, ватăсемпе ачасене хÿтĕлес тесе пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç кар тăнă совет çыннисем ун чухне.

         Çак тискер вăрçăра пирĕн тăвансем те пулнă. Анчах мĕн пĕлетпĕр-ха эпир вĕсем çинчен? Ăçта, хăçан çапăçнă вĕсем? Вилнĕ е çĕнтерÿпе киле таврăннă? Нумай ыйту çуратать çулсеренех хыçа юлакан вăрçă. Хăйсен  тăвансем çинчен нумай пĕлни ачасене савăнтарать, мăнаçлантарать.

       Ыхра Çырми шкулĕнче 7 класра вĕренекен ачасем программăпа килĕшÿллĕн çак хаяр вăрçă çинчен çырнă хайлавсемпе паллашаççĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче çак класра С.П.Кулакова вĕрентекен йĕркеленипе Паттăрлăх урокĕ иртрĕ.  Зоя Космодемьянская – Мускав хĕрĕ, партизанка, Иван Смирнов- пулеметчик, Федот Орлов – летчик.... Çак сăнарсенче  Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратакан, уншăн  пурнăçне пама хатĕр çынсене куратпăр, вĕсем тунă паттăрлăх умĕнче пуç таятпăр. Кашни сăнар çинче тарăннăн чарăнса тăчĕç ачасем, туллин тишкерчĕç, сăвăсем каларĕç, юрă та шăрантарчĕç.

       Урокра  «Вилмен ман ватă асатте, хăварнă çĕр çине ыр ят» темăпа  Петрякова Софья тухса калаçнине пурте тимлĕ итлерĕç. Шкул музейĕнче тирпейлĕ упранакан виç кĕтеслĕ çырусемпе паллашрĕç. «Вăçăра пуç хунисене эпир нихăçан та манмастпăр.  Вăрçă кÿнĕ сурансем тарăн, эпир çакна яланах асра татма тивĕç»,- тесе пĕтĕмлетрĕç урока 7 класра вĕренекенсем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика