Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.24 Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен тепĕр хут

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Кашни çулах ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа чăваш чĕлхи эрнинче Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 5 - 9 -мĕш класс ачисемпе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче калаçу ирттерчĕç. 

Вĕренекенсем Патшалăх символĕсен йĕркеленĕвĕн историйĕпе паллаштаракан видеоролика пăхса киленчĕç, Чăваш Республикин гимне итлесе кăмăлĕсене хăпартлантарчĕç, ялавпа гербăн тата гимнăн авторĕсене сума суса вĕсем çинчен  калаçрĕç. Çавăн пекех Патшалăх символĕсен обществăри тата уйрăм çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатрĕç, асăннă уяв кашниншĕнех сумлă кун пулнине палăртрĕç. Патшалăх символĕсен кунĕ вăл – халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕр шухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн эпир пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв. Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлахĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.

Патшалăх символĕсене хисеплени – гражданла хастар позицие тата патриотлăха палăртни. 

Çирĕплетсе хăварас тĕллевпе викторина ирттерчĕç. Ачасем калаçăва хастар хутшăнни вĕрентекенсене савăнтарчĕ.    

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика