Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.07 Туберкулез - ерекен чир

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Чāвашенре туберкулезапа кēрешмелли кун-уйāхлāх    2001 çултанпа пырать. Туберкулез вāраха каякан ерекен чирсен шутне кēрет. Çак чир хуть мēнле органа та сиенлеме пултарать, ытларах вара (90 проц.) ŷпкене сиенлет. Чирē çынран тавралāха микробактерисем сурчāкпа е шāкпа сарāлаççē. Чирлē  çын  хāйне йывāррāн туять, ŷсēрет, апат анми пулать, çēрле тарлаттарать, кāкāра ыраттарать. Ватā çынсем нумай  чухне хāйсем ŷсēрнине ватлāхпа е табак туртнипе çыхāнтараççē.

Туберкулез палāчкисем питē тŷсēмлē, тусан çинче вēсам 9 уйāх таран пурāнаççē, çāмāллāнах 23 градус сивве те тŷссе ирттереççē.

 Туберкулез чирē çавāн пекех чирлē çыннāн япалисенчен (алшāлли, вырāн таврашē, савāт-сапа тата ытти те) ерме пултарать.

Районта туберкулезāн бациллярлā формипе чирлē 6 çын учетра тāрать, кāçал вара 1 çынна тупса палāртнā.

Усал чирēн пуçламāш тапхāрнех палāртма флюорографи тēрēслевē витēр тухни пулāшать. Иртнē çул районта 8177 çын  флюорографи тухнā, 15 çулчченхи  ачасене тēрēслеме туберкулин тēрēслевēпе (Манту реакцийē) усā кураççē.

Туберкулез чирē хāрушā, тата ерекен чир. Çавāнпа та кашни хāй сывлāхне тēрēслеттерсех тāмалла, çулталакра пēрре флюорографи витēр тухмалла.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика