Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.07 Гепатитран сыхланса — прививкāсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Вируслā «В» гепатит ерекен чир шутланать, вāл пēвере хытā сиенлет. Малалла вара цирроз е пēвер шыççи (рак) чирē аталанма та пултарать. Çак вирусē çыннāн пēтēм йышши шēвекēнче тēл пулать, чи пысāк хисепē вара  юнра. Çавāн пекех ар шēвекēнче, сурчāкра, куççуль, тар урлā та лекме пултарарь. Чир тēрлē  майпа та сарāлать, юн янā вāхāтра, наркотиксемпе усā курнā чухне (шприц урлā), палламан е сахал пēлекен çынпа ар çыхāнāвēпе кēрсен, В гепатитпа вируслā çыннāн шāл щеткипе, бритвипе усā курсан та чирлеме пултарать. Йывāр çын пулнā тата çуратнā чухне, кāкāр ēмēртнē вāхāтра çак чир амāшēсенчен ачисене те лекме пултарать. Мēнле палāрать-ха гепатит чирē?

Ерипен аппетит чакса пырать, вāй пēтет, кāмāла лēклентерет, хāстарать, сылтāм аяк пēрчи айēнчен ыратать, шāмāсен сыпписемпе мышцāсем ыратаççē. Хāш-пēр çынсен сарā тēс тапса тухать (çан-çурāм ŷчē, куç шурри саралать).

Чир ернē хыççā паллā пуличченхи тапхāр 3-4 эрнерен пуçласа 5-6 уйāх таран тāсāлма пултарать.

«В» гепатит ересрен сыханмалли чи шанчāклā меслет — прививкāсене вāхāтра тутарни. Вāл пēвер ракēнчен те сыхланма май парать, хāрушā чир ересрен лайāх хŷтēлесе тāрать. Раççей Федерацийēн сывлāх сыхлавēнчи наци проектне пурнāçа кēртсе пырса хальхи вāхāтра ачасене, çавāн пекех 18-55 çулсенчи çынсене вакцинаци тāвас ēç пырать.      

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика