Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.03.23 "Чăваш тумĕ- халăх пуянлăхĕ"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Асаннесен юррисем

Кеввипеле савăк- çке

Мерчен евĕр сăмахсем

Шухăшĕпе тарăн-çке.

Ыр йăласем пурине

Асра тытса пурнар-и?

Атте -анне юррине

Чунтан савса юрлар-и!

Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртенче мартăн 23 мешенче Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче ирттерекен "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" конкурс пулса иртрĕ.

Конкурса Патарьел районенчи ял тăрăхĕсенчен чаваш тумĕ тăхăннă яшсемпе-хĕрсем килсе çитрĕç.

Культура çуртенче халăхра сыхланса юлнă чăваш тумĕсенчен выставка йĕркеленĕ. Кунта хушпу, тухья, шỹлкеме, сурпан, урай саррисем, мăй çыххи, улачаран тĕртнĕ кĕпесем тата ытти тупрана илсе килсе илемлĕн вырнаçтарнă.

Вайă юрри янăраса кайрĕ. Сцена çине ĕлĕкхи чăваш тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем утса тухрĕç.

Уява районти централизациленĕ клуб системи ертỹçи Алевтина Овчинникова уçрĕ, курма килнисене тав сăмахĕ каларĕ.

Уява хутшăнакансем куракансене хăйсен тăхăннă тумĕсем çинчен каласа пачĕç, чавашсен ĕлĕкхи çи-пуçĕпе паллаштарчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ юрăçсем куракансене илемлĕ чаваш юррисемпе савăнтарчĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ:

I-мĕш вырăн -Аня Фролова, Аслă Чемен ял тăрăхĕ

II-мĕш вырăн- Венера Вавилова, Турхан ял тăрăхĕ

III-мĕш вырăн- Надежда Гордеева, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ.

Çентерỹçĕ мартăн 24- 25 мĕшĕнче Шупашкарта иртекен пысăк уява хутшанса Патăрьел район чысне хỹтĕлĕ. Анăçу сунатпăр!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика