Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.01.06 Николай Ёлкин ячĕллĕ черетлĕ волейбол турнирĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕ, Патăрьел районĕ, Сăкăт. Сăкăт шкулĕн спорт залĕнче Николай Александрович Ёлкин тухтăра халалласа волейбол турнирĕ иртрĕ. Ку ĕнтĕ черетпе улттăмĕш.

Волейбол площадкинче Н.А.Ёлкин кубокне çĕнсе илессишĕн пурĕ пилĕк команда— Сăкăтри, Туçари, Шăнкăртамри, «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи, Нăрваш-Шăхалĕнчи спортсменсем тупăшрĕç.

Спорт уявне Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Чернов Л.В. уçрĕ, Николай Александрович Ёлкинăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Патăрьел администраци ертÿçин çумĕ Н.Д. Краснов, «Красное Знамя» кооператив ертÿçи П.Н.Никифоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е.М. Мартышкин, спорт ветеранĕ И.Ф. Хитров, Вăрнарти больницăн тĕп врачĕ Н.А.Тинюков, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев тата ыттисем те хутшăнчĕç, çывăх çыннăмăрăн, хаклă юлташăмăрăн кун-çулне ырăпа аса илсе ăшă сăмах каларĕç.

Ун хыççăн ăмăрту пуçланчĕ. Спортзала пухăннă халăх чăн-чăн волейбол вăййине курса чун-чĕререн савăнчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре мала тухса, куçса çÿрекен кубока Туçа команди çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, виççĕмĕш вырăна вара «Паттăр» комплекс йышăнчĕ.

Турнира тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшакансем Николай Александровичăн çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, кÿршисем пулчĕç. Н.А.Ёлкинăн мăшăрĕпе ывăлĕ— Ольга Григорьевнăпа Саша тата шăллĕн— Юрий Александровичăн çемйи çак уявăн спонсорĕсене тата Сăкăт шкулĕн директорне А.В.Падусева, физкультурăпа ОБЖ учителĕсене— Н.И.Тинюковпа В.В.Анюрова район шайĕнчи ăмăртăва йĕркелесе тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турĕç.

Калас пулать, Ю.А.Ёлкин, «Мастер+» сервис центрĕн ертÿçи пулнă май, хăй те тăван Сăкăт шкулне май пур таран пулăшсах тăрать. Çын мĕнпе халăх хисепне тивĕçме пултарать-ха? Паллах, хăйĕн ырă кăмăлĕпе, чунĕпе- чĕрипе, хăй çинчен манса ыттисемшĕн ырми-канми тăрăшнипе, хăйĕн ĕçне пĕлсе те юратса туса пынипе... Николай Александрович тухтăр пирки те ял, район халăхĕ çакнах калать. Чăн-чăн çынччĕ теççĕ ăна пĕлекенсем. Ĕçчен ентешĕмĕрĕн сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне патăрьелсем кăна мар, кÿршĕ районсем те манмаççĕ, асрах тытаççĕ, мĕншĕн тесен хăй ĕçне чунтан парăннăскер ку таврари чирлисемшĕн пуриншĕн те чăн-чăн т у х т ă р пулнă çав. Мĕн пултарнă таран пурне те пулăшнă хăй ĕçне лайăх пĕлекен шурă халатлă ăста. Ваттисем калашле, ырă туни çухалмасть. Районта кашни çулах иртекен Н.А.Ёлкин ячĕллĕ волейбол турнирĕ те çакна çирĕплетет.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика