Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.11.25 Чи хакли-ăшă сăмах

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Савăнса кĕтсе илетпĕр

Аннесен уяв кунне.

Йышăнса илсемĕр тетпĕр

Парнине те саламне.

 

   Çĕршывра Анне кунне палăртма тытăннăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Апла пулин те унăн сумĕ питех те пысăк. Çĕр чăмăрĕ çинчи чи хаклă та çывăх çынна саламласси-сăваплă тивĕçсенчен пĕри. Çулсерен ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ çак уява.

   Çак кун вăл мĕн тери ырă çын пулни çинчен пĕр-икĕ сăмах каласан, эсĕ ăна пуринчен те ытла юратнине систерсен, ăна нимĕнрен те хаклă çын вырăнне хунине пĕлтерсен анне тем пекех савăнĕ. Çак тĕллевпе Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи ачасем çак уява хатĕрленнĕ май илемлĕ открыткăсем хăйсен аллипе ăсталарĕç. Илемлĕ ÿкерчĕксем вырнаçтарчĕç, чи çепĕç те ăшă сăмахсем шăрçаларĕç, чунтан юратнине пĕлтерчĕç.

«Юратнă аннеçĕм! Тавах мана çут тĕнче парнеленишĕн, телейлĕ ачалăхшăн. Эпĕ санпа чухне хама яланах лăпкă туятăп!» тесе çырнине, вăрăм та телейлĕ кун-çул суннине вуласан аннесен чун-чĕри татах та пушшех çемçелĕ. Ыррине парнелесен, савăнăçпа хĕпĕртеттерсен тем пекех кăмăллă пулĕччĕç вĕсем. Кирек мĕнле йывăр самантра та пулăшма пултарнине туйсан анне татах та савăнĕ. Чи хакли вара -ăшă сăмах.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика