Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.08.02 Православие тытса пыракансем Урал тăрăхĕнче вырнаçнă сăваплă вырăнсенче пулчĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Патăрьел тăрăхĕнче чăн тĕне (православие) тытса пыракансен пĕр ушкăнĕ утă уйăхĕн 25-29 кунĕсенче  Урал тăрăхĕнче вырнаçнă сăваплă вырăнсенче пулчĕç.  Вĕсем Екатеринбург, Алапаевск, Верхотурье  хулисенче пулса курчĕç. Чи малтанах  Николай 2 патшапа унăн çывăх çыннисене тискеррĕн вĕлернĕ вырăнсене çитрĕç. Вĕсене пуç тайрĕç.  Раççей çĕрĕнче пурăнакан çынсем тăнăçлă та сывлăхлă пулччăр тесе кĕл турĕç. Унтан Верхотурье хулинчи Николаевски  мăнастирте вырнаçнă çветтуй Симеон  çĕрмен ÿтне пуç тайрĕç. Вăл Çĕпĕрпе Урал тăрăхĕнчи çынсене сыхлакан,  пулăшакан çветтуй шутланать.  Çветтуй Симеонран Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан çынсене те кулленхи пурнăçра пулăшса пыма ыйтрĕç. Çак ушкăн пурĕ 4 мăнастирпе 15 чиркĕве çитсе кĕлĕ тума пултарчĕ.

 Çулçÿреве Патăрьел районĕн благочиннăйĕ Сергей атте (Пегасов)  тата Сорокина Елена Федоровна вĕрентекен йĕркеленĕ.  Çÿлçуревпе пурте питĕ кăмăллă пулчĕç

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика