Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.05.04 Чӑваш Республикин символĕсен кунĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Ака уйӑхĕн 29-мĕшĕ – Чӑваш Республикин символĕсен кунĕ. Чӑваш Республикин символĕсене 1992 ҫулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ, ҫавна кура пирĕн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Патӑрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 1-мĕш вӑтам шкулта та паян уяв, кашни класрах Чӑваш Республикин гимнĕ (сӑвви И.Тукташӑн, кĕвви Г.Лебедевӑн) янӑрарĕ. Пур ача та, вĕрентекенсем те ҫак уява хутшӑнчĕҫ, уроксенче Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен калаҫрĕҫ, презентацисем пӑхрĕҫ, викторина ыйтӑвĕсем ҫине хуравларĕҫ. Кĕҫĕн класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкерчĕҫ. Элли Юрьев художникран пĕрре те кая мар пулса тухрĕҫ вĕсен ӳкерчĕкĕсем. Ялаври «Пурнӑҫ йывӑҫне», виҫĕ ҫӑлтӑра палӑртнӑ чухне чӑвашсем пирĕн ҫĕр чӑмӑрĕ ҫинче миҫен пурӑнни ҫинче, тулай чӑвашĕсем камсем пулни ҫинче, П.Хусанкайӑн «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахсен пĕлтерĕшĕсем ҫинче чарӑнса тӑчĕҫ шкул ачисем. Аслӑ класри ачасем чӑваш сӑмахĕн янӑравлӑхĕ пиртен нумай килнине палӑртрĕҫ.

Чӑнах та, тӑван патшалӑх символĕсенеи хисеплесси – кашни ҫын тивĕҫĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика