Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.29 Чăваш чĕлхи эрни

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                     

         Ака уйăхĕн 20–мĕшĕнче Ишлĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ. Чи малтанхи кун 6 класра вĕренекенсем хушшинче «Çамрăк ăсчах» конкурс иртрĕ. Ку конкурсра ачасем хăйсен тавçăрулăхне, чĕлхепе литература ыйтăвĕсене лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Пĕтĕмĕшле итог тунă хыççăн чи малти вырăна Катя Урмакова тухни палăрчĕ. Хăйсен пĕлĕвĕсемпе Надя Баскакова, Костя Андреев та савăнтарчĕç.

 

          Ака уйăхĕн 21 –мĕшĕнче 5-6 классем чăваш халăхĕн паллă çыравçипе-Юхма Мишшипе паллашрĕç, унăн пурнăç çул-йĕрне тишкерчĕç, презентаци пăхнă май паллă çыравçă- юбиляр çинчен ытларах пĕлме тăрăшрĕç. Шкул библиотекарĕ Надежда Николаевна Юркина Юхма Мишши кĕнекисен выставкине йĕркелерĕ, кашни кĕнеки çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç, нумай çĕннине пĕлчĕç.

 

           Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 9 класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕн-и эсĕ хамăр чĕлхене?» конкурс иртрĕ. Чи малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Алексеевна Владимирова чăваш чĕлхи авалхи тĕрĕк чĕлхи пулни çинчен, унăн аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Ку конкурсра 30 балл пухса пĕрремĕш вырăна Мария Артемьева тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта- 26 балпа Даша Артемьева, виççĕмĕш вырăнта – Лиля Иванова. Вăл 22 балл пухрĕ.

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика