Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.29 Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалласа

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                

 

      Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалласа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. 8-9 класра вĕренекенсем 21-ĕн «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсене пĕлетĕр-и?» викторинăра тупăшрĕç. Символсен авторĕсене те, гимн текстне те ачасем аван пĕлни палăрчĕ. Герб тата ялав çине ÿкернĕ пурнăç йывăçĕ, виçĕ хĕвел, хăмла курланки мĕне пĕлтернине те чылайăшĕ хуравланă, сарăпа хĕрлĕ тĕссен пĕлтерĕшне те тĕрĕс палăртакансем ытларах. 9 класс ачисем хушшинче Лиана Васильева, Николай Христофоров , Петр Гурьев, Александр Кондратьев, Даниил Павлов, Валерий Шайманов палăрчĕç. 8 класран Сергей Кондратьевпа Ольга Гордеева ыттисенчен балл нумайрах пухрĕç.

 

     5-7 класс ачисем валли Светлана Никитина вĕрентекен символсем çинчен калаçу ирттерчĕ. Ачасем хăйсем те айккинче юлмарĕç. Уйрăмах 5 класри Екатерина Матвеевăна палăртса хăвармалла. Ыттисемшĕн те кăсăкли нумай пулчĕ.Ф.В.Искандеров, И.Ф.Искандеров, Е.Ф.Костина авторсен «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кĕнекипе те савăнсах паллашрĕç ачасем. Кашни ачан хăй пурăнакан çĕршывăн символĕсене пĕлмелле тесе пĕтĕмлетрĕç калаçу сехетне хутшăнакан 36 ача.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика